08 апреля 2014 г.
Алкоголь, табак тата наркотик çын сывлăхĕшĕн тĕп тăшмансем пулнине пирĕнтен кашниех лайăх пĕлет. Пирвайхи иккĕшĕ те хăйсене евĕр наркотиксемех. Вĕсем çын психикине хăйсене пăхăнтараççĕ, ĕçекен эрехсĕр, туртакан табаксăр, наркоман наркотиксемсĕр пурăнайми пулать. Хăнăхнă киревсĕр йăласенчен çын ниепле те хăтăлаймасть.
Шел те, наркоманипе чирлĕ çынсен хисепĕ ỹссех пырать. Хальлĕхе вăл ытларах хуласенче сарăлнă. Анчах наркотиксемпе усă куракансем пирĕн тăрăхсене те килсе вырнаçма, сиенлĕ йăлана çамрăксем хушшинче сарма пултараççĕ. Мĕншĕн тесен, çамрăк çыннăн ăс-тăнĕ, психики çирĕпленсех çитеймен, вăл лайăххипе япăххине тăруках уйăраймасть. Ăçта ĕçкĕ, ăçта наркотиксем - унта ерекен хăрушă чирсем - СПИД, гепатит тата ытти те. Çавăнпа та халăхра сывă пурнăç йĕркине çирĕпленме пулăшмалла. Пурнăçра çыннăн тем тĕрлĕ интерес те тупма май пур. Ку вăл физкультурăпа спорт та, чун ыйтакан ĕç те, хĕллехи вăхăтра йĕлтĕрпе, çулла велосипедпа ярăнни те, çуран уçăлса çỹрени, кĕнекесемпе, музыкăпа кăсăкланни тата ыт.те.
Справка: наркомансен йышне çĕр-шывра çуллен 86 пин çын хушăнать, çуллен 70 пин çын вилет. Вĕсенчен ытларахăшĕ 25-30 çулти вăй питти çынсем. 2013 çулта Чăваш Республикинче учетра 1249 çын тăнă (çав шутра Тăвай районĕнчен - 1 çын). Вăт халĕ шухăшласа пăхар: хамăр кун-çула наркотиксемпе татмалла е Çут çанталăк Анне парнеленĕ пурнăçпа киленсе пурăнмалла? Ăслă-пуçлă çын, паллах, юлашкине суйласа илет.