03 апреля 2014 г.
Район прокуратури мартăн 18-мĕшĕнчен пуçласа наркотиксемпе кĕрешмелли уйăхлăх йĕркелерĕ.
Иртнĕ çулхи июньпе августри акцисем ăнăçлă иртнĕччĕ. Вĕсен вăхăтĕнче 3 преступление тупса уçса панă. Граждансем ку хутĕнче те ăнланулăх кăтартса право сыхлав органĕсене пулăшасса шанатпăр.
Наркотиксем - çын организмĕшĕн хăрушă наркăмăш, вĕсем пур органа та сиенлеççĕ. Наркотикпе пĕрремĕш хут усă курни те çынна инвалида кăларма, суккăрлатса хăварма е çыннăн кун-çулне татма пултарать. Наркоман хăйĕн ĕмĕрне вăтамран 20-25 çул кĕскетет. Наркотикпе çамрăкла усă куракансем 30 çулччен те пурăнаймаççĕ. Наркоман организмĕ тĕрлĕ чир-чĕр (СПИД, гепатит т.ыт.те) валли чĕрĕ мишень пулса тăрать. Вăхăтра чарăнмасан, сипленмесен, çыншăн пĕртен-пĕр çул юлать _ вилĕм. Çавăнпа та алла наркотик тытиччен кашнине тĕплĕн шухăшласа пăхма ыйтас килет.