28 марта 2014 г.
Правительство РФ Патшалăх Думине пулас салтаксене служба срокне хăйсене суйласа илме ирĕк паракан законопроект тăратнă: службăна ахаль призывник шучĕпе 12 уйăхлăха каймалла-и е икĕ çуллăха контракт тумалла? "Çар тивĕçлĕхĕсемпе çар служби çинчен" Законăн 38 тата 51 статйисене иртнĕ çулхи кĕркунне генералсем хăйсем улăштарма сĕннĕ. Чăн та, малтан сăмах аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансене тивекен служба срокĕпе унăн енĕ пирки çеç пынă. Унтан оборона министерствинче ку практикăна пур призывниксем тĕлĕшпе те пурнăçа кĕртме шутланă.
Сроклă службăри салтакăн пурнăçне контрактникăннипе танлаштараймастăн ĕнтĕ. Сроклă службăрисен казармăра пурăнма тивет, уволнительнăйсем сайра пулаççĕ, уйăхри шалăвĕ те _ 2 пин тенкĕ. Салтак-профисене вара общежитие вырнаçтараççĕ, вĕсем службăри ирĕклĕ вăхăтпа хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ, контрактниксен укçи те пысăк. Çавăнпа призывниксене салтак тивĕçне мĕнле йĕркепе пурнăçлассине хăйсене суйласа илме ирĕк парас шухăш çуралнă.
Законопроектра контракта малалла тăсмалли е ăна татмалли, профессионаллă салтаксемпе сержантсене социаллă хỹтлĕх памалли майсене те кăтартнă.