25 марта 2014 г.
Иртнĕ эрнере Тăвайри вăтам шкулта хĕрлĕ хăйăва кассах этнографи кĕтесĕ уçрĕç. Савăнăçлă мероприятие вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ В.Чайкин, Тăвайри тавра пĕлỹ музейĕн директорĕ С.Сергеева хутшăнчĕç. Тухса калаçакансем çĕ-нĕлĕхĕн çамрăксене воспитани парас ĕçри пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕç. Кунтах ачасене истори, литература, тавра пĕлỹ урокĕсем ирттерме палăртаççĕ.
Станпа пир тĕртмелли хатĕрсем, çип арламалли урапа, хĕрарăм çи-пуçĕн çỹпçи, уйран çỹпçи, ача кỹми, кăмака, тылă, пушăтран çыхнă кушел, çăпата тата ыттине те курма пулать çав кĕтесре. Юнашарах çил арманĕн макечĕ ларать. Район центрĕнчи тĕрлĕ учрежденисемпе ведомствăсен çурчĕсен тĕслĕ сăн ỹкерчĕкĕсемпе паллашма интереслĕ. Çакă ачасене тавра курăма анлăлатма, ĕлĕкхипе хальхине, истори аталанăвĕн тапхăрĕсене танлаштарса пăхма пулăшать, хăйне евĕр контраст пулса тăрать.
Калас пулать, Тăвай шкулĕн коллективĕ ялан шыравра, кунта сахал мар пуçарупа ырă ĕçсем çуралнă. Шкул çĕнĕ шухăшсен генераторĕ пулса тăрать. Вĕренекенсене пĕрре те кичемленме памаççĕ, секцисемпе кружоксене, тĕрлĕ проектсене пурнăçа кĕртес ĕçе явăçтараççĕ, вĕсен тавра курăмне анлăлатса, тарăнлатса пыма тăрăшаççĕ.
Этнографи кĕтесĕ çуртăн 1-мĕш хутĕнче, пуçламăш классен енчи фойере вырнаçнă.
Пухăннисене Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсен тата вĕренекенсен пĕрлехи вăйĕпе концерт кăтартнă.
Чăваш чĕлхине вĕрентекенсем тăрăшнипе çак фойерех стена çине халăхăмăра çутта кăларассишĕн улăпла ĕçсем тунă Иван Яковлевич Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне çутатакан стенд вырнаçтарнă, ăна сăн ỹкерчĕксемпе пуянлатнă.
П.Федорова библиотекарь "2014 çул - Раççей культурин çулталăкĕ" кĕнеке куравĕ йĕркеленĕ.
2014 çул культура мероприятийĕсенчен чăннипех пуян пулĕ Тăвайри вăтам шкулта.