25 марта 2014 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе февраль вĕçĕнчех çурхи шыв-шуртан сыхланмалли комисси çирĕплетнĕ, вăл планпа ĕçлесе пырать.
Унпа килĕшỹллĕн çулсем айĕпе шыва кăларса ямалли пăрăхсене (е бетон кăшăлсене) юрпа пăртан тата юшкăнран тасатнă (мартăн 18-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе _ 136 пăрăх). Унсăр пуçне автомобиль çулĕсен хĕррипе шыв юххи валли тунă валаксене йĕркене кĕртеççĕ. Район центрĕнче Тăм тата Эль юхан шывĕсем çинче пăр капланма пултаракан вырăнсенче ỹкнĕ туратсене пуçтарнă, хăва чăтлăхĕсене каснă.
Комисси пăра кăларса ямалли Тăвайри сооруженисене тĕпченĕ, вĕсене, çурхи шыв-шур иртнĕ хыççăн, кăçалах тĕпрен юсама кирлине палăртнă.
Прогноз тăрăх, юхан шывсенчи шыв шайĕ районта кăçал иртнĕ çулхинчен пĕчĕкрех пулма кирлĕ. Шыв илме пултаракан территорисенче экономика объекчĕсем çук, çавах та район бюджетĕнче чрезвычайлă лару-тăруран сыхланма тата шыва кайнин юлашкине сирсе яма укçа-тенкĕ резервĕ пăхса хăварнă.
Комисси граждансене, уйрăмах ача-пăчана, юхан шывсемпе кỹлĕсенчи тата пĕвесенчи пăр çине кĕме, шыв урлă çуран каçма юраманни çинчен асăрхаттарать, мĕншĕн тесен çанталăк тăрук ăшăтнипе пăр çийĕ çỹхелнĕ, ăна шыв çинĕ вырăнсем пур.
Источник: "Ял ĕçченĕ"