25 марта 2014 г.
Хĕл ăсатăвĕн уявĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке Тăвайри Соколовсене çурт-йĕр çавăрма тỹлевсĕр çĕр лаптăкĕ уйăрни çинчен ĕнентерекен сертификат панă.
Икĕ ывăлпа хĕр çитĕнет çемьере. Аслисем, Дмитрийпе Данила, 8-7 классенче вĕренеççĕ. Ултă çулхи Ева садике çỹрет. Виçĕ ачаллă çемье ялта пурăннă хыççăн район центрĕнче хваттер илнĕ. Кил пуçĕ Алексей Владимирович полици уйрăмĕнче тăрăшать, заочно майпа аслă шкулта вĕренсе тепĕр çулне юрист дипломне алла илме хатĕрленет. Венера Борисовна çĕнĕ çул умĕн госстрах агентĕнче ĕçлеме вырнаçнă.
Виçĕ ачаллă çемьене уйрăм çурт лартма Тĕмер ял тăрăхĕ Калинин урамĕнче çĕр уйăрса панă. Вырăнĕ илемлĕ, юнашарах вăрман, асфальтлă çул та аякра мар. Аслашшĕпе асламăшĕ те çак урамрах пурăнаççĕ. Соколовсем стройка тума майĕпен материалсем хатĕрлеме пуçланă ĕнтĕ. Юнашарах вĕсен çывăх тăванĕн, Кирилловсен, çурт-йĕр çавăрма панă участокĕ. Вĕсем те виçĕ ача пăхса ỹстереççĕ.