05 марта 2014 г.
“Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” марафон районта кăçалхи кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче старт илчĕ. Сăваплă ĕçе хутшăнса тăвайсем 2011 çулта 116895 тенкĕ, 2012 çулта 169315 тенкĕ пухнă. Вĕсемпе шкул çулчченхи ача-пăча учрежденийĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма, йышлă, тулли мар, сахал тупăшлă çемьесене тата инвалид-ачасене пулăшма, вĕсен сывлăхне тĕрĕслеме, сиплеме усă курнă.
Ачалăх ячĕпе ирттерекен пархатарлă юхăма 2013 çулта районта тата та пуçаруллă хутшăннă, ача-пăча марафонĕн счетне 192078 тенкĕ куçарнă. Вĕсене ашшĕ-амăшĕ хÿттисĕр юлнисене, сусăр ачасене пулăшу пама шкул çулчченхи учрежденисен пурлăх никĕсне çирĕплетме, Тăвай ялĕн аялти пайĕнчи спорт площадкине кирлĕ оборудовани вырнаçтарма янă.
Кăçал та районта пурăнакансем Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш регион уйрăмĕн счечĕ çине укçа-тенкĕ куçарса, марафон пухмачне пуянлатма хăйсен тÿпине хываççĕ. Район администрацийĕ 10700 тенкĕ, вĕрентÿ пайĕ – 3000, Енĕш Нăрваш шкулĕ – 2600, пушар чаçĕ – 2000 тенкĕ, “Пĕрлехи заказчик дирекцийĕ” МУП 800 тенкĕ пухса панă, мĕн пурĕ ыр кăмăллăх фондне 20 пин тенке яхăн куçарнă. Çак ĕç малалла пырать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"