Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмахçă патĕнче хăнара

15 января 2013 г.

Тăвайри ача-пăча библиотекинче ĕçлекенсем çамрăк вулакансемпе пĕрле Шарль Перро юмахçă çуралнă кунне паллă тунă. Çак кунсенче паллă çыравçă çуралнăранпа 385 çул çитнĕ.
Ачасем Золушка патĕнче хăнара пулчĕç. “Атăсемлĕ кушак аçи” юмахри тĕп сăнарпа пĕрле ырă кăмăллă пулма хăнăхрĕç. Шарль Перро “Хĕрлĕ калпак” тата “Çывăракан пике” юмахĕсенче те пулса курчĕç çав кун вĕренекенсем. Викторинăсен ыйтăвсем çине хуравларĕç, юмахсен сăнарĕсене йывăрлăхсенчен тухма пулăшрĕç. “Асамлă юмахçă” ятлă кĕнекесен выставкипе те кăмăллă юлчĕç Тăвайри ача-пăча библиотекине çÿрекенсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика