Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Фельдшер пункчĕ кирлех”

15 января 2013 г.

“Ял ĕçченĕ” хаçатăн 2012 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнчи 127–128-мĕш номерĕсенче “Вулакан шухăшĕ” рубрикăра çак ятпа А.Иванов статйи пичетленнĕччĕ. Унта ялта фельдшерпа акушер пункчĕ çукки питĕ нушаллă пулни çинчен çырнăччĕ.
Чăваш Енри сывлăхпа социаллă аталану Министерствин “Тăвайри тĕп больница” бюджетлă учрежденин тĕп врачĕ Н.Н.Бурдасова маларах асăннă статьяри ыйтусем çине çапла хурав пачĕ:
“Çăлпуçĕнчи фельдшерпа акушер пунктне район пуçлăхĕн постановленийĕпе 2008 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче, патшалăхăн санитари правилисемпе тата нормативĕсемпе килĕшсе тăман пирки хупнă.
Санитарипе эпидемиологи ыйтăвĕсемпе фельдшерпа акушер пункчĕ уçма сахалтан 7 пÿлĕм, лаптăкĕ 52 тăв. метртан кая мар кирлĕ.
Ваттисен çурчĕсенче фельдшерпа акушер пункчĕсем çук.
Çывăх вăхăтра Çăлпуç ялĕнче фельдшерпа акушер пункчĕ уçма пăхман. Чÿкçырминчи тата Нăрваш салинчи фельдшерпа акушер пункчĕсем 2-шер яла тивĕçтереççĕ”.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика