27 января 2014 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн 2014 çулхи кăрлачăн 13-мĕшĕнчи Указĕпе килĕ-шÿллĕн, Тăвайри вăтам шкулти 9 вĕренекен вĕренÿпе тĕпчев тата пултарулăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемшĕн стипендиатсем пулса тăнă.
Андрей Турханов 2011-2012 вĕренÿ çулĕнче пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан 8, 2012-2013 вĕренÿ çулĕнче 10 предметпа шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет тапхăрĕн призерĕ тата çĕнтерÿçи, асăннă олимпиадăн республика шайĕнчи призерĕ 2012 çулта – географипе, 2013 çулта – географипе, ОБЖпа тата физикăпа. Максим Симонович 2009 çултанпа кадет класĕнче вĕренет. Республикăри тата районти “Зарница”, “Орленок” финал вăййисенче команда йышĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă. Шкул ачисен Спартакиадин районти шайĕнче кире пуканĕ спорчĕн тата çăмăл атлетика эстафетин призерĕ. Ансамбль йышĕнче Георгиевски балăн республикăри кадетсен конкурсĕн “Бал ташшинчи чи лайăх ансамблĕ” номинацире призер пулса тăнă. “Тăван çĕр-шыв историйĕн паттăрлăх страницисем” конкурсшăн тав тунă. Роман Дмитриев – районти, республикăри “Зарница” тата “Орленок” финал вăййисен команда йышĕнчи çĕнтерÿçĕ. Шкул ачисен Спартакиадин район шайĕнчи кире пуканĕ спорчĕн тата çăмăл атлетика эстафетин призерĕ. “Тăван çĕр-шыв историйĕн паттăрлăх страницисем” конкурсри пысăк кăтартусемшĕн тав тунине тивĕçнĕ. Республикăри конкурсра “Бал ташшин чи лайăх ансамблĕ” номинацире командăпа пĕрле призер пулнă. 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсенчи вĕренекенсем хушшинче вăй-хал тĕлĕшпе аталаннисен республикăри смотрĕнче палăрнă. Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн “Пирĕн шанчăк” грантне илме тивĕçнĕ. Даниил Степанов шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет тапхăрĕсен призерĕпе çĕнтерÿçи – 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче географипе, 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче ОБЖпа, географипе, экономикăпа, историпе, физикăпа тата информатикăпа, 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче географипе асăннă олимпиадăн республика шайĕнчи призерĕ, юлашки тапхăр участникĕ. Кадетсен пултарулăхĕн “Тăван çĕр-шывăн çамрăк таланчĕсем” Пĕтĕм Раççейри III фестивалĕн республика турĕнчи конкурсăн “Фотографи” номинаци призерĕ. Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн “Пирĕн шанчăк” грантне тивĕçнĕ. Евгений Андреев районти волейбол, баскетбол, çăмăл атлетика тата футбол ăмăртăвĕсен призерĕ тата çĕнтерÿçи. Кадетсен республикăри конкурсĕн “Бал ташшин чи лайăх ансамблĕ” номинацири ансамбль йышĕнчи призерĕ. Чăваш Республикинчи пĕтĕмĕшле вĕренÿ учрежденийĕсенче вĕренекенсен 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче вăй-хал тĕлĕшпе аталаннисен республика смотрĕнче палăрнă. Анна Игнатьева районти “Хăрушсăр кустăрма” вăййисен команда йышĕнчи çĕнтерÿçĕ. Куçăма йĕркелекен çамрăк инспекторсен республикăри вăййисенче Чăваш Енре командăпа призлă II вырăн йышăннă, уншăн ăна Пĕтĕм Раççейри “Орленок” лагере кайма путевка панă.
Шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет тапхăрĕнчи призерĕпе çĕнтерÿçи – 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче акăлчан чĕлхипе, математикăпа, биологипе тата историпе, 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче – МХКпа, обществознанипе тата биологипе. Екатерина Кольцова районти “Хăрушсăр кустăрма” вăйăсенче команда йышĕнче çĕнтерÿçĕ пулнă, куçăма йĕркелекен çамрăк инспекторсен республикăри вăййисенче Чăваш Енре командăпа пĕрле призлă II вырăн йышăннă, “Орленок” лагерьте канмалли путевкăна тивĕçнĕ. 2012 тата 2013 çулсенче шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет шайĕнчи литература çĕнтерÿçи. “Зарница” тата “Орленок” вăйăсен районти çĕнтерÿçи. Елена Неофитова шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадин муниципалитет тапхăрĕнчи призерĕ тата çĕнтерÿçи – 2011–2012 вĕренÿ çулĕнче вырăс чĕлхипе, географипе, технологипе, литературăпа, 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче – экологипе, географипе, технологипе, 2012–2013 вĕренÿ çулĕнче республика шайĕнче экологипе, юлашки тапхăр участникĕ. Пĕтĕм Раççейри “Наука тата вĕренÿ: теори тата практика” наукăпа практика конференцийĕн çĕнтерÿçи. Тăвай район администрацийĕн пуçлăхĕн “Пирĕн шанчăк” грантне тивĕçнĕ.
Марина Титова шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри муниципалитет тапхăрĕсенчи призерĕ тата çĕнтерÿçи – обществознанипе, вырăс чĕлхипе, историпе, физикăпа. Районти “Малашлăха пĕрремĕш утăмсем” наукăпа практика конференцийĕнче астрономипе тата обществознанипе çĕнтернĕ. “Зарница” тата Орленок” финал вăййисенче команда шутĕнче районта çĕнтерÿçĕ тата республикăра призер пулнă.