Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай енре – спортпа сывлăх вунă кунлăхĕ

11 января 2013 г.

Районти “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕнче регионсенчи вĕренекенсем хушшинче “Информ–Медиа” рекламăпа производство компанин Э.Н.Максимов директорăн призне çĕнсе илессишĕн спорт кĕрешĕвĕсен уçă фестивалĕ иртнĕ.
Ăмăртусене Тутарстанран, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисенчен, Патăрьел, Елчĕк, Тăвай районĕсенчен килнĕ ачасем хутшăннă.
Тĕрлĕ çĕртен пухăннă кĕрешÿçĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕн секретарĕ В.Чайкин, “Информ-Медиа” рекламăпа производство компанин ООО генеральнăй директорĕ Э.Максимов, ăмăртусен тĕп судйи В.Васильев ăнăçу суннă, Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсемпе саламланă. Ăмăртусене йĕркелеме Тутарстанри П.Рафиков, кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕ ята илнĕ Н.Трифонов (Патăрьел), ирĕклĕ майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ ята илнĕ, Раççей шайĕнчи судья Г.Сидоров, Елчĕк районĕн аслă тренерĕ Г.Адюков, “Аксар” студи директорĕ А.Иванов пулăшнă. Ирĕклĕ тата наци кĕрешĕвĕсем, самбо пулнă фестивальте.
Çĕнтерÿçĕсене дипломсемпе, медальсемпе, кубоксемпе, парнесемпе “Информ–Медиа” ООО ертÿçи Э.Максимов тата “Единая Россия” партин вырăнти уйрăмĕ хавхалантарнă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика