Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмçăсем – сăн ÿкерчĕксенче

11 января 2013 г.

Коммуналлă хуçалăхсем нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансенчен коммуналлă услугăсемшĕн вăхăтра тÿлев укçи илейменнипе хăшкăлаççĕ. Е пачах та тÿлесшĕн мар лешсем.
Ку тĕлĕшпе сире пĕр тĕслĕх илсе кăтартасшăн. Екатеринбург хулинче вырăнти влаçсем ирĕк панипе парăмçăсен сăн ÿкерчĕкĕсене урамсен тăршшĕпе лартса тухнă щитсем çине вырнаçтараççĕ. Асăннă çынсен сăнĕсене курсан тÿлевсене вăхăтра татакансем вĕсене намăслантарма пуçлаççĕ. Çапла майпа хула çыннисем хăйсен парăмĕсене активлăрах татма пуçланă. Ара сăнĕсем “хисеплĕ” çĕрте çакăнса тăраççĕ-çке! Пирĕн район центрĕнче пурăнакан парăмçăсен сăн ÿкерчĕкĕсене те щитсем çине вырнаçтармалла мар-ши? Вара хăйсене курсан тинех лайăхмарланса коммуналлă услугăсен тÿлевĕсене вăхăтра татма пуçлĕç. Çавăн пекех свет е газ укçисене те вăхăтра тÿлеме тытăнĕç.
Вăт ман çакăн пек сĕнÿ пур коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсене. Тытăнса пăхăр-ха, усса каймĕ-и?

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика