Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе суда янă

11 января 2013 г.

31 çулхи С. ниçта та ĕçлемест, ĕçме юратать. Анчах ĕçме укçа кирлĕ. Ĕçлемен çыннăн вăл ăçтан пултăр?
Çавах та С. майсем шыранă. Пĕррехинче ăна мухмăр аптратсах çитернĕ. Вăл вара, кÿршĕ килте пулманнипе усă курса, чÿрече витĕр çурта кĕнĕ те тĕп сакайĕнчен 40-шер литрлă икĕ пушă фляга, 8 тата 10 литрлă бидонсем йăкăртса тухнă, кÿршĕне 3900 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.
С. флягăсене çав каçах хăйсен ялĕнчи хĕрарăма 3 литр сăмакунпа улăштарнă, бидонĕсене тепĕр икĕ кунтан иртсе каякан чикансене 500 тенкĕлле сутса янă. Çав укçапа вăл 1 литр шура эрех, 1,5 л сăра, туртмаллипе çырткаламалли туяннă. Тĕпсĕр пыра нимĕн те çитмест. Ямăт кĕнине ĕçсе-çисе янă хыççăн каллех ăш-чик çуннă. Кÿршĕ хуларан таврăнайман-ха. Апла пулсан, С.-шăн шанăç пĕтмен. Вăл йĕке хÿрелле каллех кÿршĕ хуçалăхне чăмать. Ку хутĕнче электродрельпе хăйра вăрласа тухать. Витекен япаласем. Вăл вĕсене çурт-йĕр çавăрма тытăннă çынпа литр çурă сăмакунла улăштарать.
Хуларан таврăннă кÿршĕ хăйне çаратнине тăруках тавçăраймасть-ха. Эрнене яхăн иртсен тин кирлĕ пулса тухнă электродрельне шыраса тупаймасть. Çавăн чухне вăл тавçăрса илет те çакна С. кăна тума пултарнине. Вăл тÿрех ун патне каçать те илнĕ япалана тавăрса пама ыйтать. С. хăй вăрланине тунать, çавах та тепĕр ирхине хуçи çурт çывăхĕнче дрельпе хăйра чикнĕ пакет курать. Ăна ахăртнех ĕç шала каясран вăрлакан хурса хăварнă. Тĕп сакайне ансан, вăл флягăсем çуккине те асăрхать. Каллех С. патне каçать, флягăсене пырса лартма хушать. Анчах бартер тăваканни 3 литр сăмакуна тавăрса памасăр флягăсене кураймăн, тет. Ăçтан 3 л сăмакун тупса парайтăр-ха С., енчен те вăл ăна 3 кун ĕçмелĕх кăна пулсан?
Халĕ ку тĕвве Вăрмар районĕн сучĕ татса парасса кĕтме тивет. С. тĕлĕшпе РФ УКн 158 статйин 3-мĕш пайĕн “а” пункчĕпе уголовлă ĕç пуçарнă. Тĕпсĕр пыра пула ирĕклĕхсĕр те юлма пултарать С.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика