Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван хаçата çырăнмасăр ан юлăр

11 января 2013 г.

Тăвайри Елена Семеновна Васильева тивĕçлĕ канăва тухни пилĕк çул ĕнтĕ. Пенсире пулин те кун-çул уттинчен юлмасăр, хастарлăхпа утать пурнăç çулĕпе.
Ĕмĕрне шут ĕçĕпе çыхăнтарнă, райпланра, администрацире, ытти çĕрте бухгалтерта тăрăшнă. Обществăлла ĕçре активлă пулнă. Ĕçленĕ хушăрах аслă пĕлÿ илнĕ. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенче 60 çул тултарчĕ çак сăпай та ырă чун-чĕреллĕ хĕрарăм.
–Ветерансен хорне çÿрет, коллективпа таçта та çитсе килчĕç, юлашкинчен Сĕнтĕрвăрринче пулнăччĕ пулас, – калаçăва хутшăнчĕ мăшăрĕ. Владислав Николаевича районта чылайăшĕ пĕлет ĕнтĕ. Шкул директорĕнче нумай çул ĕçленĕ, ачасене математика вĕрентнĕ.
–Халĕ бассейн уçăлнă хыççăн шыва кĕме, унти занятисене çÿреме пуçларĕ, – сăмах çăмхине малалла тăсрĕ кил пуçĕ.
Çынпа хутшăнни, сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, юрă-кĕвĕпе туслă пулни сывлăх, сăн-пит çинче палăратех ĕнтĕ. 60 çулта тесе калаймăн ăна. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ мăшăрĕпе, мăнукĕ Степа шкула çÿрет.
Район хаçачĕпе туслă асăннă çемье. Хăйсем редакцие килсе илмелле çырăнаççĕ вĕсем кÿр-шĕллĕ пурăнакан Людмила Николаевапа.
–“Ял ĕçченĕ” урлă пĕлсе тăратпăр район пурнăçне. Ăна вуламасан чун канмасть. Акă, иртнĕ номерте уяв кунĕсенче районта мĕнле мероприятисем ирттерессине пĕл-тĕмĕр. Кармалта хресчен фермер хуçалăхĕнче ĕне вити хута кайни çинчен хĕпĕртесе вуланăччĕ. Республика хаçачĕсене пурте çырăнаймасть. Юлашки вăхăтра район хыпарçи Чăваш Енре пулса иртекен пулăмсене анлăн çутатма пуçларĕ. Тăван хаçата, “Ял ĕçченне”, çырăнмасăр ан юлăр. Вырăнти пичет кăларăмĕ кашни çемьере пултăр, – теççĕ Васильевсем.
Туслă çемьене Çĕнĕ çулпа саламласа ырлăх-сывлăх, ăнăçу, юрату сунса уйрăлтăм.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика