Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансен пухăвĕнче

04 января 2014 г.

Район администрацийĕн залĕнче Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ çуртсен председателĕсен Совечĕн пухăвĕ пулнă.

Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке, Тăвай ял тăрăхĕн ертÿçи Николай Васильев, “Янтиковская” управляющи компанийĕн председателĕ Юрий Ефимов тата нумай хваттерлĕ çуртсенчи 40 ытла харпăрлăхçă хутшăннă.

Тăвай ялĕнчи нумай хваттерлĕ объектсенчи пĕтĕмĕшле çурт пурлăхне тĕпрен юсамалли система йĕркелесси пирки малтан район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Алексеев тухса калаçнă. Вăл пухăннисене 2013 çулхи июльте тухнă юсав пирки калакан Чăваш Республикин законĕпе паллаштарнă. РФ Çурт-йĕр кодексĕпе килĕшÿллĕн харпăрлăхçăсем тĕпрен юсамалли фондсем йĕркелеме пултараççĕ.

Тăвай ял тăрăхĕн ертÿçи Николай Васильев пĕтĕмĕшле пурлăха тытса тăма тата юсама тариф çирĕплетесси çинчен сăмах хускатнă.

Пухăннисем çÿлерех асăннă темăсемпе, хваттерсене харпăр хăй хутмалла куçарассипе, ăпăр-тапăра илсе тухассипе, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх услугисен малашнехи тарифĕсемпе тата подъездсенчи алăксене тимĕррисемпе улăштарассипе ыйтусем панă. “Янтиковская” управляющи компанин директорĕ проблемăсене татса пама, коммуналлă услугăсем парассине лайăхлатма пулнă. Кăçал чылай ĕç туни пирки асăннă. Район центрĕнчи Ленин проспектĕнчи 34, 42, 44, 48-мĕш, Строительнăй урамри 4-мĕш, юсавпа техника территорийĕнчи 38-мĕш çуртсен тăррисене, Ленин проспектĕнчи 12-мĕш, Ленин урамĕнчи 50-мĕш объектсен фасачĕсене, Ленин урамĕнчи 50-мĕш çуртăн инженери коммуникацийĕсене, Ленин проспектĕнчи 12-мĕш çуртăн шыв системине тĕпрен юсанă тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика