04 января 2014 г.
Çăмăл автомашинăллă кил хуçалăхсем нумайлансах пыраççĕ районта. Ара хăвăн транспортпа кирлĕ çĕре самантрах çитсе килме пулать-çке. Ял çыннин пурнăçне самаях çăмăллатать автомашина. Хăш-пĕрисем хăйсемех пăхса-юсаса тăраççĕ транспорт хатĕрне. Чылайăшĕ вара автомашинăна юсакан, урапасене йĕркене кĕртекен мастерскойсене çул тытать. Запаслă пайсем сутакан магазинсемпе те çыхăну тытаççĕ водительсем.
Тăвай ялĕнчи урапа юсакан мастерскойсем пирки ырăпа асăнаççĕ техникăна юратакансем. Вĕсен хушшинче “Фаэтон” ятли те пĕрре кăна мар ăшă сăмаха тивĕçлĕ пулнă. Унта Виктор Владимирович Новиков вăй хурать. Урапасене юсас, балансировка тăвас, вулканизацилес енĕпе 15 çул ĕçлет тăрăшуллă çын.