02 января 2014 г.
Пирĕнтен кашниех хăçан та пулин сывлăх учрежденийĕнче пулатех. Чирлемен чухне те сывлăха тĕрĕслеттерме, диспансеризаци тухма тивет. Чире мĕн чухлĕ иртерех тупса палăртаççĕ, сиплев çавăн чухлĕ шанчăклăрах теççĕ. Анализсемпе тĕрлĕ тĕпчевсем чире тĕрĕс палăртма тата сиплеме май параççĕ. Вĕсене тĕрĕс те вăхăтра тунинчен сиплев ăнăçлăхĕ килет теме пулать.
Районти тĕп больницăн лабораторийĕнче 10 çын ĕçлет, çав шутра 2 санитарка. Лаборантсем пурте опытлă темелле, ытларахăшĕ 20–30 çултан кая мар тăрăшать. Аслă категорири Леонила Семенова фельдшер-лаборантăн ĕç стажĕ, сăмахран, 33 çул çине кайнă. Галина Романова та 27-мĕш çул вăй хурать. Пĕлтĕр “Земство тухтăрĕ” программăпа врач та уйăрса панă. Ку тивĕçе Алевтина Петровна Падюкова врач пурнăçлать. Халĕ ĕлĕкхи мар, лабораторире тем тĕрлĕ кăткăс тĕпчевсем те тăваççĕ. Медицина техники аталаннă май район больницине те ку чухнехи оборудовани чылай килет, çав шутра лаборатори валли те. Калăпăр, “Медоник М–16” анализатор. Ăна туяниччен лабораторире алă вĕççĕн юна 7 тĕрлĕ анализ туса тĕрĕслеме пултарнă, çĕнĕ аппарат вара 3 минутра 16 тĕрлĕ тĕпчев ирттерме пултарать. Е юнри сахăра тĕрĕслесси. Халиччен ăна анализ туса пĕлме çур сехет кирлĕ пулнă, халĕ глюкометр ăна 1 минутра палăртать. “Уриксан” анализатор 3 минутра шăка 11 тĕрлĕ анализ туса парать. Унччен ăна 10 минут çавăрттарнă, тепĕр 5–7 минут микроскоппа пăхнă.
Пĕр енчен, лаборантсен ĕçĕ çăмăлланнă пек, тĕпчев пахалăхĕ те лайăхланнă темелле. Анчах унпа пĕрлех ĕçри нагрузка та палăрмалла ÿснĕ. Юн илме ялсене, шкулсене те тухса çÿреççĕ. Çавах та унта ĕçлекенсем ÿпкелешмеççĕ, алă усмаççĕ. Кунта хăйсен профессине чунтан парăннă çынсем тăрăшаççĕ. Туслă коллективра пĕр-пĕрне пулăшма, пĕлĕве ÿстерсех пыма тăрăшаççĕ. Тепĕр чухне тĕлĕнетĕп те, кунти санитаркăсем ăçтан ĕлкĕреççĕ-ши тесе. Надежда Алексеевапа Юлия Михайлова анализ илмелли пробиркăсене тĕплĕн çунисĕр, дезинфекциленисĕр пуçне, ирхине ĕç пуçланиччен, каç енне ĕç вĕçленнĕ хыççăн тата 7–8 кабинета çуса, тасатса тăраççĕ.
Райбольницăра тĕп юсав ирттернĕ хыççăн унти ĕç условийĕсем чылай лайăхланнă. Лаборатори халĕ 1-мĕш хутра хăй 1 блок йышăнать. Кабинетсем нумайланнă. Çав вăхăтрах пациентсен вĕсене шыраса пĕр хутран тепĕр хута чупмалла мар, пурте пĕр вырăнта. Çапла вара сывлăх сыхлавĕн ĕçĕ лайăхланса пыни район больницин тĕслĕхĕ çинче те аван палăрать.