Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв асра юлĕ

02 января 2014 г.

Шупашкарта Олимп çулă-мне йăтма хутшăннă 163 çын хушшинче Тăвай ялĕнче пурăнакан Андрей Витальевич Иванов та пулни чылайăшĕшĕн кăсăклă пулĕ.

А.Иванов Ирина Музыкантова балетмейстер хыççăн старт илсе 3-мĕш номерпе çулăма йăтса хула урамĕпе утнă. Пĕрремĕшĕ Олимп вăййисен чемпионки Елена Николаева пулнă. Эстафета хыççăнах А.Ивановран вырăнти 21 плюс телеканал журналисчĕ интервью илнĕ. Мĕнле майпа вăл çулăм йăтакансен пĕрремĕш ушкăнне лекнипе интересленнĕ.

2013 çулхи январь уйăхĕнче телевизорпа “Соса–соla” компанин реклами ăнсăртран Андрей Ивановăн куçĕ тĕлне пулнă. Январĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 17-мĕшĕччен вăл акци ирттерет. Çĕнтерÿçĕ республикăн тĕп хулинче Олимп çулăмĕн эстафетине хутшăнма тивĕçет. Конкурсра творчество ĕçĕ тăратса çак ыйтусене хускатмалла: юнашар пурăнакансем, юлташсем, пĕрле ĕçлекенсем хăйсене лайăх туйма пуçлаччăр тесе мĕнле ырă ĕçсем туни, сывă пурнăç йĕркипе пурăнса ыттисене ырă тĕслĕх кăтартни, лайăххи патне ăнтăлма хавхалантарни... Уççăн сасăласа унăн ĕçне пĕрремĕш вырăнпа хакланă. Декабрьте Андрей Иванов ячĕпе Мускавран “Соса-соlа” представителĕнчен электрон çырăвĕ килнĕ, унта вăл эстафетăра виççĕмĕш старта тухассине палăртнă.

Ивановсен çемйинче Олимп çулăмĕн уявĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ. “Çавăнпа мăшăрăм хăй йăтнă факела асăнмалăх туянса килчĕ”, – пĕлтерчĕ Елена Николаевна. Вăл ача-пăча музыка шкулĕнче вĕрентет. Ксюша ятлă хĕрача çитĕнет вĕсен. Садике çÿрет пĕчĕк чиперкке.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика