17 декабря 2013 г.
Йăлара усă куракан пиротехника хатĕрĕсемпе асăрхануллă пулмалла. Халĕ Çĕнĕ çул çывхарать. Çавна май магазинсенче, уйрăм çынсем тытакан суту-илÿ точкисенче фейерверк ямалли, сирпĕтмелли хатĕрсем сутма тытăнчĕç. Ăна сутакансен сертификат, унпа епле усă курмаллине çырса кăтартнă инструкци, ăçта туса кăларнине (хамăр çĕр-шывра туса кăларнă пулсан, предприяти адресĕ, телефон номерĕ), курттăммăн сутаканăн хушамачĕ (урăх çĕр-шывра туса кăларнă изделисен) пулмалла.
Пахалăхлă тата хăрушсăрлăхлă издели туянас тесен, ăна киосксемпе уйрăм çынсенчен е çавăн йышши суту-илÿ точкисенчен мар (ун пек çĕрте сертификацилемен тавар сутма пултараççĕ), ятарлă вырăнта туянмалла.
Туяннă фейерверка типĕ (анчах вĕри маар) çĕрте тытмалла. Ăна хăвăрт хыпса илекен япаласем çывăхĕнче, ача-пăча алли çитекен вырăнта тытма, çурта хутса ăшăтакан система пăрăхĕсем çинче типĕтме юрамасть.
Фейерверк ямалли вырăна кун çутинче палăртмалла. Йывăçсем, электропередача линийĕ айĕнче е ытти чăрмавсем пулсан, фейерверк тума юрамасть. Ку вăл уçă, чăрмавсăр вырăн пулмалла. Вăйлă çил чухне, йĕпе-сапа çанталăкра фейерверк тăвассине пăрахăçлăр. Мĕншĕн тесен ракетăсем кăшт нÿр çапсан та е вăйлă çил чухне çÿлелле вĕçес вырăнне айккинелле пăрăнма, е, кăшт вĕçсе хăпарсанах, сирпĕнме, çынсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратма пултараççĕ. Ÿсĕр çынна фейерверк тума ан шанăр, вăл инкек патне илсе пырать. Фейерверк яракан площадка çывăхĕнче ытти çынсене пыртармалла мар. Фитиле тивертнĕ хыççăн издели çине пĕшкĕнме юрамасть. Фитиль сÿнсе ларчĕ е çунса пĕтсен те ракета вĕçсе хăпармарĕ пулсан, 10 минут иртмесĕр ун çывăхне ан пырăр, ун çинче тĕлкĕшекен вырăн çуккине курса ĕненĕр. Эсир хăвăра опытлă, çак ĕçре лайăх чухлатăр тесе шутласан та, пирваях издели çине çырнипе (усă курмалли инструкципе) тĕплĕн паллашăр. Ракетăсене çынсем пурăнакан çуртсем, япăх тăрăллă, уçă чартаклă хуралтăсен, утă-улăм тытакан вырăнта яма юрамасть. Салют янă чух ракетăсене тикĕс вырăнта, тÿнсе каймалла мар, лайăх çирĕплетсе лартмалла. Фитиле тивертсен, çак ĕçе пурнăçлаканăн хăвăрт айккинелле пăрăнмалла, çурăмпа çаврăнса тăмалла.
Фейерверк изделийĕсене усă курнă хыççăн та, усă куриччен те салатма, вĕсен конструкцине улăштарма, изделисене кĕсьере чиксе çÿреме, вĕсемпе усă курнă вăхăтра туртма, вĕсене çунакан кăвайт çине пăрахма юрамасть.
Юрăхсăра тухнă изделисене пĕр талăка шыва ярса лартса сиенсĕрлетеççĕ, вара тин çÿп-çаппа пĕрле пăрахаççĕ, вĕсене çунтарма пачах юрамасть. Хăрушсăрлăх йĕркисене пурнăçласа пырсан кăна фейерверк уяв савăнăçне çĕклеме пулăшĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"