10 декабря 2013 г.
Хамăр кил хуçалăхра эпир ачаранах тасалăха хăнăхатпăр. Картишсене, пахчана, çурт умне тасатсах тăратпăр. Тасатнă хыççăн çÿп-çапне çунтарса яратпăр, е ятарлă вырăна кайса тăкатпăр. Хальхи вăхăтра влаç тытăмĕнчисем те тасалăхшăн тăрăшаççĕ, ятарласа контейнерсем лартса параççĕ. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вĕсем кашни ялтах пур. Хам нумай хутлă çуртра пурăннă май, эпĕ час-часах контейнерсем патне урăх ялта пурăнакан çынсен машинисем чарăнса пакетсемпе çÿп-çап пăрахса хăварнине куркалатăп. Питĕ лайăх меслет тупнă. Анчах та ун пек çынсен çакна пĕлмелле. Эсир килсе пăрахнă çÿп-çап пакечĕсемшĕн, ăна тасатса турттарса кайнăшăн çак нумай хутлă çуртсенче пурăнакансем тÿлесе тăраççĕ. Çавăнпа та вĕсенче пурăнакансемшĕн эсир ялтан кунта çÿп-çап пакечĕсене килсе пăрахни кăмăллă япала мар, паллах. Кун пек тĕслĕхсем Тăвайри Куйбышев урамĕ еннелле каякан кĕпер патĕнчи контейнерсем патĕнче те пулкалать. Паллах, халăх çакăнпа кăмăлсăр, çавăнпа та çак ыйтусене кашни ял тăрăхĕнчех ăнлантарса парасчĕ. Пĕрисем вараланăшăн теприсен тÿлесе тăмалла ан пултăрччĕ.
Халĕ хĕл ларчĕ ĕнтĕ. Анчах çурхи кунсем килсенех юр айĕнчен çынсем хăйсен ирĕкĕпе тунă свалкăсем сиксе тухĕç. Кун пек япаласене нумай çырмара тата вĕсен таврашĕнче курма пулать. Акă, Тăвайри Тăм шывĕ (Соломенка) хĕррипе пăхса пырăр-ха. Больница урамĕ вĕçленнĕ çĕрте мĕн кăна купи-купипех выртмасть пуль. Тăкаççĕ те тăкаççĕ. Тасалăх хамăршăн мар-и вара? Тата çÿлерех улăхсан, ĕлĕкрех Вăрманхĕррин сурăх вити пулнă еннелле кайсан, тата тепĕр пысăк купа сапаланса выртнине курма пулать. Камăн пуçтармалла-ши çав купана?
Пирĕн хамăрăн Тăвай районĕнчи полигон пĕлтерĕшне ÿстерни те кирлĕ. Çавăнпа ку ыйту та тимлĕх ыйтать. Çак çитменлĕхсене пĕтерсен питĕ аванччĕ. Тирпей-илем хамăршăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"