Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курав хатĕрленĕ, презентаци те кăтартĕç

04 декабря 2013 г.

Декабрĕн 12-мĕшĕ – Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕ. Вăл çĕр-шывăн Тĕп законĕ шутланать. Çавна май Тăвайри тĕп библиотекăра “С Россией в сердце навсегда” кĕнеке выставки йĕркелерĕмĕр. Вулакансем интересленсех паллашаççĕ. Уйрăмах шкулта вĕренекенсем. Литература куравĕн тĕп тĕллевĕ – халăха Конституци çыннăн прависемпе ирĕклĕхĕсене çирĕплетнине, унăн ăс-тăнĕпе обществăра кирлĕ пек усă курма палăртнине уçса парасси.

Конституци кунĕ умĕн библиотека ĕçченĕсем Тăвайри вăтам шкулти ачасемпе тĕл пулу йĕркелесшĕн, “Конституция Российской Федерации – основной закон для всех” электрон презентацийĕ кăтартасшăн.

Раççейĕн çĕнĕ Конституцине пĕтĕм халăх сасăланин кăтартăвĕсемпе 1993 çулхи декбарĕн 12-мĕшĕнче йышăннă. Унтанпа часах 20 çул çитет. Çакна шкул ачисем пĕлме тивĕç. Мĕншĕн тесен кăçалхи вĕренÿ çулĕ “Конституци урокĕсемпе” пуçланнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика