Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паллă юбилей

29 октября 2013 г.

Тĕрлĕ темăна хускатать хăйĕн статйисемпе аса илĕвĕсенче, очеркĕсенче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан тата пирĕн “Ял ĕçченĕ” хаçатпа туслă çыхăну тытакан Галина Германовна Матвеева. Аслă Отечественнăй вăрçăра Александр Матросовăн паттăрлăхне кăтартнă 200 паттăртан пĕрин – хамăр районти Кармал ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Афанасьевăн пурнăçĕпе кĕрешĕвне çутатса кăтартас тĕлĕшпе те чылай тимлерĕ вăл. Хальхинче комсомол 95 çул тултарнипе материал тата 1957 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнче “Комсомольская правда” хаçатра, ун хыççăнах ноябрĕн 24-мĕшĕнче хамăр районти “Ленинец” (халĕ “Ял ĕçченĕ”) хаçатра пичетленнĕ çав сăн ÿкерчĕкĕн фоторепродукцине килсе пачĕ. Асăннă сăн ÿкерчĕк çине пăхса, Тăвай шкулĕнче вĕреннĕ ун чухнехи хĕрсемпе яшсем – комсомолецсем, халĕ пурăнаканнисем, хăйсене çăмăллăнах палласа илессе шанас килет.

Галина Германовна хăй те комсомолка пулнă, çамрăклах вырăнти стройкăсене хутшăннă.

Аяларах вăл пирĕн редакцие илсе килнĕ материала кун çути парăпăр. Тавах вĕсемшĕн.

И.ГЛАДКОВ.

Иртнĕ ĕмĕрти çамрăксен чи пысăк организацийĕ – Ленинла комсомол (ВЛКСМ) паян, октябрĕн 29-мĕшĕнче, 95 çул тултарать. Хальхи вăхăтра пурăнакан 40 çултан иртнĕ кашни çын тенĕ пекех комсомол ретĕнче пулнă, унăн пархатарлă ĕçне активлă хутшăннă, пур çĕрте те, пур ĕçре те ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулма тăрăшнă. Яшсемпе хĕрсем комсомол путевкисемпе Казахстана çерем çĕрсем уçма кайнă, вĕсем Усть-Илимскри, Шупашкарти ГЭСсем, БАМ, Комсомольск-на-Амуре тата çĕр-шывăн ытти ударлă стройкисенче пуçарулăх кăтартнă. Производствăра тата вĕренÿре пысăк обязательствăсем илсе, ăмăртура малтисем пулнă. Пĕр сăмахпа каласан, çĕр-шывăн пур отраслĕнче те ырă тĕслĕх кăтартнă вĕсем.

Аслă Отечественнăй вăрçăн хаяр çулĕсенче те комсомолецсем фронтра чăн-чăн паттăрлăх кăтартнă, çĕр-шывăн никама пăхăнманлăхĕшĕн нимĕç захватчикĕсемпе вирлĕн кĕрешнĕ, хăйсен пурнăçне те шеллемен.

Çавăн пек пулнă комсомолецсен çамрăклăхĕ.

Тăвай районĕнчи “Россия” колхоз председателĕ В.Кулаков та Тăвайри вăтам шкулта вĕренекенсемпе тивĕçлипе мухтанать.

–Вĕренÿре те, ĕçре те вĕри чĕреллĕ комсомолецсем, ылтăн алăсем. Шкулта вĕренекен комсомолецсенчен йĕркеленĕ строительство бригади колхозра юлашки икĕ-виçĕ çул хушшинче ĕне, лаша, кайăк-кĕшĕк витисем, силос башни, кормокухня, пахча çимĕç хумалли подвал туса панă, кормокухньăна тата ĕне витине водопровод кĕртнĕ, 120 пăру валли вите тума никĕс хывнă.

Кăçал бригада членĕсем Мускавра пулма, ВДНХна, мавзолее çитсе курма тивĕç пулчĕç. Çак кунсенче çамрăк строительсене ВЛКСМ Чăваш обкомĕн Хисеп грамотипе наградăланă, – тенĕ вăл вĕсем пирки “Ленинец” (хальхи “Ял ĕçченĕ”) хаçатăн 1957 çулхи ноябрĕн 24-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленнĕ “Комсомолецсем – ылтăн алăсем” заметкинче. Çакна та илсе кăтартас килчĕ хамăн статьяра.

Г.МАТВЕЕВА. Вăрмар поселокĕ.

1957 çулхи октябрĕн 19-мĕшĕнчи “Комсомольская правда” хаçатран илсе “Ленинец” хаçатăн ноябрĕн 24-мĕшĕнчи номерĕнче пичетленĕ сăн ÿкерчĕкре сулахайран сылтăмалла: малти ретре – Г.Улитина, Л.Алексеева, А.Зайцев, В.Лисов, А.Ефремов, Л.Кузнецова, В.Иванов; иккĕмĕш ретре – Г.Кузьмин, А.Лодин, В.Матвеев, “Россия” колхоз председателĕ В.Кулаков, В.Осипов, М.Сергеева, Р. Иванова тата И.Федорова.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика