28 октября 2013 г.
Тăвайри краеведени халăх музейĕпе ача-пăча библиотеки Ленин урамĕнче пĕр çуртра вырнаçнă.
Çулла унăн тăррине çĕнетрĕç, чÿрече рамисене паянхи кунпа килĕшÿллисене улăштарчĕç. Музее кĕмелли крыльца турĕç, унти электроэнерги системине çĕнетрĕç.
Вĕренекенсем, пахча ĕçĕсенчен пушаннă çынсем халь вĕсен ĕçĕпе паллашма пултараççĕ.
Юпа уйăхĕнче кăмпасен куравĕ ĕçлеме пуçларĕ. Ăна Чăваш наци музейĕ хатĕрленĕ.
Куравра – 80 ытла çимелли тата наркăмăшлă кăмпасен муляжĕсем. Пур категорири кăмпасен 45х35 сантиметр виçеллĕ сăн ÿкерчĕксемпе те паллашма пулать. Çавăн пекех асăннă çимĕç çинчен çырнă кĕнекесем те пур музейра. Самолетсен моделĕсене, кивĕ утюгсене курма пултаратăр. Кăмпасен выставки чÿк уйăхĕ вĕçленичченех ĕçлет. Пурне те хаваспах кĕтетпĕр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"