28 октября 2013 г.
Кăçал çанталăк условийĕсене пула çĕр улми туса илме, ăна кăларса пухма çăмăлах пулмарĕ пулин те, Вăрманхĕрринчи Сергей Михайлов фермер ÿлĕмрен çĕр улми лартса тăвас пирки шухăшне пĕртте улăштарма шутламарĕ.
–Çитес çул та, кăçалхи пекех, хĕрĕх гектартан кая мар лартма палăртатăп. Вырăнĕсем те паллă,– терĕ вăл.
Çĕр улми икĕ çĕрте пулĕ. Пĕр анине çуллах сухаласа кăпкалатса хатĕрленĕ, унта симĕс удобрени шучĕпе сидерат та акнă – горчица, кайран ăна, лайăх калчалансан, сухаланă. Тепĕр ани маларах çĕр улми туса илнĕ вырăнта пулĕ, ял масарĕ çумĕнчи уйра. Ăна та тырă пухса кĕртнĕ хыççăнах сухаласа хăварнă. Унтанпа çум курăксем те вырăн вырăнпа кăшăл тухнă.
Пысăк тухăçшăн тимлесе, ытти пирки те шухăшлать: çĕр улми вăрлăхĕн ытларах пайне улăштарасшăн вăл. Çакăнпа пĕрлех халĕ усă куракан сорта та хăварасшăн.
Çулленех хутăш удобренипе, биостимуляторсемпе, чир-чĕртен тата çум курăксенчен хÿтĕлекен препаратсемпе усă курать вăл “иккĕмĕш çăкăр” туса илнĕ чухне. Технологие пăхăнса, çĕр улми речĕсене темиçе хутчен те купалама ĕлкĕрет çу каçа, йăрансене кăпăшка тытать. Вăй хумасăр, укçа-тенкĕ хывмасăр кирлĕ пек хушăнмасть ĕнтĕ тухăç.
Сергей Николаевич – çине тăма пултаракан, çĕннине ĕçе кĕртме тăрăшакан çамрăк фермер. Хуларан яла куçса килнĕ вăл пурăнма çемйипех. Халĕ хăйĕн çĕрпе пусăрăнса ĕçлес тĕллевне пурнăçа кĕртсе пыма вăй хурать куллен.
Çĕр улмисĕр пуçне, çурхи тулăпа урпа акса тăвать. Вĕсем икçĕр гектара яхăнах йышăнаççĕ. Тĕш тырă культурисенне те вăрлăхĕсене тăтăшах çĕнетет, элита, супер элита репродукциллĕ вăрлăхсем туянма тăрăшать. Паха сортлă вăрлăх – хăйех тепĕр тухăç. Комбайн та кÿрсе килнĕ фермер. Чăн та, çĕнни мар, çапах та хăйĕн. Халĕ чи пирвай çĕр улми сажалки туянас шухăшпа хĕмленсе пурăнать. Кирлĕ техника ал айĕнче пурри хуçалăхри ĕçсене вăхăтра, пахалăхлă тума май парĕ.
2009 çултанпа фермер ĕçĕпе пурăнать Сергей Михайлов. Хальлĕхе 250 гектар ытла çĕре ĕçлесе пăхса тăрать. Кăçал люцерна та акса хăварнă. Вăл та кирлĕ çĕрсене çĕнетсе пыма, выльăх апачĕ туса илме. Люцерна ани халĕ икĕ вырăнта пулчĕ ĕнтĕ унăн. Пысăк лаптăксемех мар та, çапах та çĕре пуянлатакан хăйне евĕр культура.
Уйра халĕ те ĕç пырать-ха асăннă фермер хуçалăхĕнче: Эдурад Никитинпа Виталий Николаев трактористсем юлашки уя сухаласа кăпкалатаççĕ плугпа. Эдуард Михайловичпа Сергей Михайлов фермер темиçе çул ĕнтĕ пĕрле пĕр тĕллевпе ĕçлеççĕ, Виталий Николаев вара кăçал хутшăннă ку йыша. Пур ĕçе те пĕрле тăваççĕ: акни-лартнинчен пуçласа пурлăха пухса илни, пулас тухăç валли никĕс хывса хăварни таранах. Люцернине те хăйсемех çулса типĕтсе рулонлаççĕ. Пĕрлехи ĕçре уяса тăма çук ĕнтĕ. Виçĕм кун акă Эдуард Никитин касулла черетĕнче пулнă та, унăн тракторĕпе Сергей Николаевич хăй тухнă сухалама.
Ку таранччен Сергей Михайловăн хăйĕн çĕр улми хранилищи пулман. Малашне тăвасшăн вăл: Вăрманхĕрринчи сысна фермин тымар çимĕç хранилищине туяннă. Ăна çывăх вăхăтра çĕнетсе йĕркелеме тытăнасшăн. Тен, йĕтем таврашĕпе ыттине те кунтах йĕркелесе яма май килĕ тĕплĕн шухăшласа пăхсан. Телее, пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вăл аталансах пымалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"