22 октября 2013 г.
Тăвайри виççĕмĕш номерлĕ шкул çулчченхи учреждение çÿрекенсем те тăтăшах тĕрлĕ мероприятисенче активлăх кăтартаççĕ. “Кĕркунне ачасем патĕнче” ятлă утренник пулчĕ вĕсен нумаях пулмасть.
Уява пĕчĕккисем “пахчара” пуçларĕç. Малтан унти пахча çимĕçпе паллашрĕç, вĕсене ăçта усă курни пирки пĕлчĕç. “Вăрманти уçланкăра” ачасем тĕрлĕ вăйăсем вылярĕç, шăна кăмпине курчĕç. Çиелтен пăхма илемлĕ вăл, анчах сывлăха сиен кÿрет. Çавăнпа шăна кăмпине татма юраманни çинчен пĕлчĕç ясли-сада çÿрекенсем.
Кĕркунне çитрĕ кĕçех вĕсем патне уява. Карçинкка тулли пан улми илсе килнĕ вăл. Ачасемпе пĕрле савăнчĕ кĕркунне. Уяврисем юрларĕç, сăвăсем каларĕç кĕрхи çанталăк çинчен.
Пĕчĕккисен ашшĕ-амăшĕ Р.Маркова музыка ертÿçине савăнăçлă утренникшĕн, ачасен таланчĕсене вăхăтра асăрхаса, аталантарма тимлĕх уйăрнăшăн тав тăвать.
Источник: "Ял ĕçченĕ"