22 октября 2013 г.
Тăвайри искусствăсен шкулĕнче те вĕренÿ çулĕ пуçланчĕ. Çак кунсенче халăхсем хушшинчи заочно майпа ирттернĕ “Пурнăçăн асамат кĕперĕ” фестиваль-конкурса пĕтĕмлетнĕ.
Пирĕн районти “Кĕмĕл çумăр” хор ансамблĕ (ертÿçи Елена Иванова) çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. “Вăйă-кулă” (”Забава”) вокал ушкăнĕ, М.Кириллова (Надежда Петрова) лауреатсем пулса тăнă. “Вăрттăнлăх” (”Тайна”) ансамбль, Е.Владимирова II степеньлĕ Диплом илме тивĕçлĕ пулнă. Юлия Иванова вĕренекен çĕнтерÿçĕ-лауреат ятне илнĕ.
Н.Петровапа Г.Никонова тата С.Глухова вĕрентекенсен ĕçĕсене те хакланă. Вĕсем лауреатсем пулса тăнă.
Источник: "Ял ĕçченĕ"