Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ял çыннисем пулăшрĕç

15 октября 2013 г.

Çăмăлах мар кăçал çĕр улми кăларса пухма. Уйрăмах пысăк лаптăк çинче çитĕнтернĕ хресчен фермер хуçалăхсене йывăрлăх кÿрет йĕпе-сапаллă çанталăк.

Сергей Михайлов фермер “иккĕмĕш çăкăра” 40 гектар çинче лартнă. Вăрманхĕррисемпе чÿкçырмисемпе пĕрле ытти çĕртен те килнĕ çĕр улми кăларса пухма. Вăтаялĕнчен, Тĕмертен пурччĕ. Пирĕн Мучар ялĕнчен те çемйи-çемйипе ĕçлерĕç уй-хирте. Пĕр килтен икшерĕн-виçшерĕн те тухрĕç. Акă, Иванпа Валентина Автинсем, Петрпа Наталья Гудожниковсем, Екатерина Жаркова уйрăмах хастар пулчĕç. Хулара пурăнакансем, студентсем, вĕренекенсем кану кунĕсенче ашшĕ-амăшĕпе пĕрле тăрăшрĕç çĕр улми пуссинче. Ку енĕпе Владиславпа Зоя Пугачевсене, медучилищĕре вĕренекен Екатерина Жаркована, Владимир Полячихина, Мария Казитинана (9 класс), Сергей Лаврова (11 кл.) ырăпа асăнмалла. Çавăн пекех ертÿçĕ Петр Андропов, Валерий Софронов, Сергей Козин грузчиксен, Наталия Лапинапа Римма Шакшина ĕçĕпе те кăмăллă юлнă.

Ял çыннисем Сергей Николаевич Михайлова ĕçлеме условисем туса панăшăн тав тăваççĕ. Ялсенчен çÿрекенсене автобуспа пырса илсе леçессине йĕркеленĕ. Кашни кунах кăнтăрла вĕри апат çитернĕ (грузчиксене – икĕ хутчен те), ĕçленĕшĕн тÿлесех пынă.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика