15 октября 2013 г.
Тăвайри халăхăн социаллă тивĕçтерÿ центрĕнче темиçе çул ĕнтĕ “Шанăç” клуб ĕçлет. Нумаях пулмасть унăн черетлĕ занятийĕ иртрĕ. О.Масленниковапа А.Матвеева ертсе пыракансем ятарлă программа хатĕрленĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке, халăха социаллă пулăшу паракан пайăн начальникĕ Л.Аввакумова, Тăвайри социаллă тивĕçтерÿ центрĕн директорĕ А.Степанов, районти вăрçă, ĕç тата шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен совечĕн председателĕ Р.Гурина, Тăвайри ветерансен совечĕн ертÿçи М.Герасимова тухса калаçрĕç, ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕç вĕсем уяв ячĕпе саламланă май. Аслă ăрури çынсем те нумай ăшă сăмахсем каларĕç. “Шанăç” клуб членĕсем тĕрлĕ апат-çимĕç илсе килнĕ, вĕсене епле хатĕрлени пирки каласа кăтартрĕç. Эпир хăш-пĕр рецепчĕсене çырса илтĕмĕр.
Уяв юрă-ташăсăр, вăйă-кулăсăр иртмест. Питĕ хаваслă пулчĕ. Пире хавхалантарма Вăтаялĕнче пурăнакан Геннадий Арсентьевич Масленников килнĕ. Вăл нумай вăхăт район администрацийĕн культура пайĕнче вăй хунă. Г.Масленников эпир пĕлмен вăйăсемпе паллаштарчĕ. Кашниех, тĕрлĕ конкурсра çĕнтерсе, сувенир илме тивĕçлĕ пулчĕ. “Чи активлă куракан” ятлă призпа хавхалантарчĕç мана та. Шел, “Шанăç” клуб членĕсем занятие пурте пухăнаймарĕç. Тивĕçлĕ канăва тухнисене ыттисене те чĕнетпĕр хамăр йыша хутшăнма. Кĕрхи-хĕллехи каçсенче кичемлĕх ан пустăр сирĕн чунсене. Клуб занятийĕсене кашни уйăх пуçламăшĕнче йĕркелеççĕ. Пире, ватăсене, хавхалану кÿрекенсене тав тăватпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"