Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача садне ăшăпа тивĕçтерчĕç

25 декабря 2012 г.

Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача садне çÿрекенсен тата вĕсен ашшĕ-амăшĕсен кăмăл-туйăмне çĕклеме мĕн кирлĕ?! Тутлăхлă, усăллă апат, тарăн ыйхă, чуна хавхалантаракан вăйă тата пÿлĕмсенче ăшă пулни. Пурте пур асăннă учрежденире, ăшăпа кăна начар тивĕçтеретчĕç. Унта çĕр ытла ача çÿренĕ.
Çĕнĕ çул умĕн Тăвайри иккĕмĕш номерлĕ ача сачĕн хăйĕн газпа ĕçлекен котельнăй хута кайрĕ. Роспотребнадзор нормине тивĕçтерет халь пÿлĕмсенчи ăшă. Ача садĕнче ĕçлекенсем хăйсемех сывлăш температурине кирлĕ чухлĕ тума пултараççĕ. Котельнăйне икĕ хутлă çурт çывăхĕнче вырнаçтарнă. “Канашмежрайгаз” (директор заместителĕ Г.Н.Павлов), “Стройсантех” (ертÿçи М.С.Николаев) обществăсене, С.П.Майраслов предпринимателе, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумне – вĕрентÿ пайĕн начальникне В.Я. Шакрова, газпа ĕçлекен котельнăй операторĕсене – Р.Порфирьевпа П.Иванова çĕре çити пуç тайса тав тăватпăр. Пирĕн ачасем малашне ăшă пÿлĕмсенче çирĕп сывлăхлă çитĕнĕç.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика