Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çула елкăпа

25 декабря 2012 г.

Ĕлĕк-авал çĕнĕ çула ытларах çуркуннепе – çут çанталăк чĕрĕлме пуçланă тата çĕнĕ тухăç кĕтнĕ вăхăтпа çыхăнтарнă. Çавăнпа ăна Руçре мартăн 1-мĕшĕнче паллă тунă. ХIV ĕмĕрте Мускаври чиркÿ соборĕ Çĕнĕ çул грексен календарĕпе килĕшÿллĕн сентябрĕн 1-мĕшĕнче пуçланать тесе йышăннă. 1699 çулта кăна Пĕрремĕш Петĕр патша Европа тăрăх çул çÿреврен таврăннă хыççăн ятарлă указпа “малашне çулсене январĕн 1-мĕшĕнчен шутлама” хушнă.
“Раççейре Çĕнĕ çула тĕрлĕрен палăртнăран, çак кунран пуçласа çынсен пуçĕсене ăнран яма пăрахмалла, Çĕнĕ çула пур çĕрте те январĕн 1-мĕшĕнчен шутламалла. Ырă пуçарупа тата хаваслăхпа пĕр-пĕрне Çĕнĕ çулпа саламламалла, ĕçре ăнăçусем тата çемьере ырлăх-сывлăх сунмалла. Çĕнĕ çул ячĕпе чăрăшсене капăрлатмалла, ача-пăчана выляттармалла, сăртсем çинчен çунашкапа ярăнтармалла. Çитĕннисен эрехпе иртĕхмелле мар тата пит-куçа ватмалла мар – вĕсем валли ытти кунсем те çителĕклĕ”, – тенĕ.
Елкăна халăхпа пĕрремĕш хут 1852 çулта Петербургри Екатерингоф вокзалĕн çуртĕнче йĕркелесе ирттернĕ. Вокзал залĕнче вырнаçтарнă пысăк чăрăш “пĕр енĕпе... стена çумĕнче пулнă, тепĕр енне вара тĕрлĕ тĕслĕ хут татăкĕсемпе илемлетнĕ”. Пурăна киле елкăна Мускавра, ытти хуласенче пур çĕрте те тенĕ пек уявласа ирттерме тытăннă. Провинцие кăна майĕпен çул уçнă вăл. Анчах унта та тĕрлĕ вăхăтра тĕрлĕ хастарлăхпа кĕтсе илнĕ Çĕнĕ çула. Ачасене коллективлă елкăсем туса панă, сăмахран, иртнĕ ĕмĕрхи вăтăрмĕш çулсен варринче. Вăл çулсенче çĕр-шывра пур çĕрте те тенĕ пекех Çĕнĕ çулхи елка уявĕсем хаваслăх кÿнĕ. Шкулсенче те, ача сачĕсенче те, клубсенче те уяв елкисем эрешленĕ. Çакна валли магазинсенче тĕрлĕ эрешсем, теттесем сутнă.
Столицăра “çĕр-шывăн тĕп елкине” хулан тĕп площадĕнче вырнаçтараççĕ. Ытти хуласенче те вĕсем тĕп урамсене тата çынсем, туристсем йышлă пухăнакан вырăнсене илем кÿреççĕ.
Елкăлăх лăсăллă йывăçсем çулсерен сахал мар кирлĕ. Çавна май вĕсене Çĕнĕ çул умĕн вăрттăн касса çут çанталăка сиен кÿнĕ тĕслĕхсем те пулаççĕ. Анчах уншăн явап тытма тивет. Çапла, тĕслĕхрен, 1 метр тăршшĕ пĕр чăрăш каснăшăн 2345 тенкĕ штраф хураççĕ тата административлă наказани шучĕпе те 3500 тенкĕ таран штраф тÿлеме тивет. Чăрăш касма çакна ирĕк паракан документ пулмалла. Вăл пуррине ятарлă патрульсем тĕрĕслеççĕ. Çĕнĕ çул елкисене тĕпрен илсен вăрманта ĕçлекенсем сутма тăратаççĕ. Вĕсене ятарлă плантацисенче ÿстереççĕ, вăрмана пăхса-йĕркелесе тăмалли, сайралатмалли тата ытти хăш-пĕр вырăнсенче касаççĕ. Плантацисенче çитĕнекен чăрăшсем илемлĕ те кăпăшка пулаççĕ. Йĕпписем чылайччен ан тăкăнччăр тесе елкăна нÿрлĕ хăйăрлă савăта вырнаçтараççĕ.
Искусственнăй елкăсем те сутаççĕ халь. Вĕсем темиçе çул та усă курма юрăхлă.
Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсем елкăпах савăк та илемлĕ. Çитсе пыракан Çĕнĕ çулпа Сире!

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика