02 октября 2013 г.
Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунĕ умĕн республикăра “Аслă ăрурисене – чыс та мухтав” ятпа вунăкунлăх йĕркеленĕ. Сентябрĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн пиллĕкĕмĕшĕччен пырать вăл.
Тăвай енре ку мероприятие пĕр шухăшлă пулса йышăннă.
Иртнĕ кĕçнерни кун район администрацийĕн пĕчĕк залне вăрçăпа ĕç, шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен Совечĕн, “Раççейри пенсионерсен союзĕ” обществăлла организацин, агропромышленность комплексĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнисен Тăвай Енри пайĕн активисчĕсем, муниципалитет службин ветеранĕсем пухăнчĕç. Ялсенчен килнисем пĕр-пĕрин пурнăçĕпе сывлăхĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç. Тĕл пулма май килнĕшĕн питĕ савăнчĕç тĕрлĕ çĕрте вăй хунă пенсионерсем.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Алексеевич Ванерке уçрĕ хисеплĕ уява. Вăл пухăннисене пурне те ăшшăн саламларĕ, районăн социаллă пурнăçĕпе экономикине аталантарассипе мĕнле ĕçсем туни çинчен каласа кăтартрĕ. Пухăннисене çамрăк ăрăва лайăх воспитани панă çĕрте активлă пулнăшăн тав турĕ В.Ванерке.
Пенсионерсене тата пĕчĕк тупăшлă çынсене патшалăх епле пулăшни çинчен РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн тата халăха социаллă хÿтлĕх паракан пайăн ертÿçисем Лилия Яковлевапа Людмила Аввакумова сăмах хускатрĕç, ыйтусем çине хуравларĕç.
Вăрçăпа ĕç тата шалти ĕçсен органĕсен ветеранĕсен совечĕн, “Раççейри пенсионерсен союзĕ” обществăлла организацин тата агропромышленность комплексĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисен Тăвай енри пайĕсен председателĕсем Римма Гурина, Алевтина Алексеева, Михаил Яковлев, “Поддержка” страхлакан компанин районти представителĕ Е.Скворцова тухса калаçрĕç, районти ватăсене ытларах çынсем хушшинче пулма сĕнчĕç, пурне те Пĕтĕм тĕнчери ватăсен кунĕпе саламларĕç. Алевтина Михайловна Тăвай ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранне, обществăлла пурнăçра яланах активлăх кăтартакан Елизавета Степановна Лаврована пенсионерсен республикăри обществăлла организацин Тав çырăвне парса хавхалантарчĕ. Тăвайри культурăпа кану центрĕн ĕçченĕсем юрăсемпе саламларĕç çакăн хыççăн.
Çавра сĕтел хушшине пухăннисем район ертÿçисемпе пĕрле ялсенчи пурнăç условийĕсене чылайччен сÿтсе яврĕç, тĕрлĕ сĕнÿсем пачĕç.
Источник: "Ял ĕçченĕ"