02 октября 2013 г.
Нумай хваттерлĕ юхăннă çуртсенче пурăнакансене республика Программипе килĕшÿллĕн хăтлă хваттерсене куçараççĕ. 2008 çултанпа Программăна 1921,7 млн. тенкĕ хывнă, нумай хваттерлĕ 460 çуртра пурăннă 1926 çемьене (5,2 пин çын) хваттерсемпе тивĕçтернĕ.
2013–2015 çулсенче республикăра юхăннă çуртсенче пурăнакан тепĕр 4810 çемьене (12,6 пин çын) лайăх хваттерсене куçармалла. Кăçалхи апрелĕн 30-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕ юхăннă çуртсенче пурăнакан граждансене хваттерсемпе тивĕçтермелли адреслă программăна çирĕплетрĕ. Программăна пурнăçа кĕртме 4585,44 млн. тенкĕ кирлĕ. Çав шутра:
Фонд укçи-тенки – 2102,39 млн.
республика бюджетĕнчен – 2367,42 млн. тенкĕ
вырăнти бюджетсенчен – 115,62 млн. тенкĕ.
Тăвай районĕпе илес пулсан, 2010 çулта нумай хваттерлĕ юхăннă 5, 2011 çулта 9 çуртра пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтернĕ. Кăçал район центрĕнче çавăн пек 3 çуртра (213,8 тăв. метр) пурăнакансене 7 хваттер уйăрса параççĕ. Çавна валли 6071,921 пин тенкĕ уйăрма пăхнă, çав шутран 3 млн. тенки – федераллă бюджетран, 2 млн. 168 пин тенки – республика бюджетĕнчен. Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕр туянас тĕлĕшпе уçă аукцион ирттересси çинчен пĕлтернĕ.
Источник: "Ял ĕçченĕ"