26 сентября 2013 г.
Кĕр тыррисене çанталăка пăхмасăр вăхăтра çĕр хатĕрлесе чи лайăх срокра акса хăварма тăрăшрĕç “Родник” тулли мар яваплăхлă обществăра. Çĕр аллă гектар кĕрхи тулă акса хăварчĕç. Акнă хыççăн çумăрсем çукаласах тăнăран кĕр калчисем вăхăтра та пĕр тикĕс шăтса тухрĕç. Лайăх шăтса тухма кĕрхи çанталăк пулăшрĕ вĕсене. Сип-симĕс уйсем çине пăхатăн та, чун савăнать. Чăннипе халех савăнма иртерех-ха, калчаран тыр-пул пулса çитиччен нумай вăхăт кĕтмелле-ха. Мĕнле хĕл пулать, мĕнле хĕл каçĕç вĕсем? Çурхи çанталăк мĕнле пулĕ? Уй-хир ĕçĕсем ялан эпир шутланă пек пулса пымасан та пултараççĕ. Çут çанталăк условийĕсем тепĕр чухне çĕр ĕçченĕсене йывăрлăха кĕртсе ÿкереççĕ. Çăлпуçĕнче пĕрлешÿллĕ хуçалăх арканнăранпах уй-хир ĕçĕсене А.Петров йĕркелесе пырать. Н.Шашков агроном та тăрăшать унпа пĕрле. Александр Павлович – тăрăшуллă, пултаруллă çын. Хăçан кăштах канса илме вăхăт тупать-ши? Н.Шашков агроном та çурхи тата кĕрхи ĕçсем вăхăтĕнче пикенсе ĕçлет. Хальхи вăхăтра районти кашни хуçалăхрах кĕрхи ĕçсем пыраççĕ. Уяр çанталăкпа туллин усă курса çĕр улми кăларса пухас ĕçре вăй хураççĕ çĕр ĕçченĕсем. Юлашки вăхăтра çанталăкĕ çеç тухăçлă ĕçлеме памасть-ха. Мĕн тăвăн, кĕрхи çанталăк ĕнтĕ, час-часах çумăр çукаласа тăрать. “Родник” обществăн кăçал çĕр хĕрĕх гектар çĕр улми пухса кĕртмелле. Çĕр улми тухăçлă çитĕннĕ, çамрăксем сортласа сеткăсем çине тултарса пыраççĕ. Сортировка пĕр харăс икĕ сорт кăларать: шултри, вĕтти. Вăрлăхлăх çĕр улми кама кирлĕ, сутаççĕ. Александр Павловичăн лайăх сортсем, вĕсене кашни пĕр-ик çултан улăштарсах тăрать. Çĕр улмин ытларах пайне Лачкасси çĕрĕ çине лартнă. Çăлпуçĕнче вăтăр гектара яхăн çеç. Çĕр улми кăларнă çĕре хутшăнакансене кашни йĕркеллĕ ĕçленĕ куншăн пуçтаракансене кунне пилĕкçĕршер тенкĕ тÿлет. Механизаторсене – пин тенкĕ таран. Хăш-пĕрисем ку хакпа та кăмăлсăртарах пулас. Çĕр улми кăларнă çĕре çын сахалрах хутшăнать. Лайăхрах шутласа пăхăр-ха, килте ларнă çĕрте кам пĕр пус парать. Пире, ĕçлеме манса пыракан халăха, кунĕпе çĕр улми пуçтарма ансат мар, паллах. Александр Павлович çĕр улми анине кĕркунне сухалать. Çуркунне культиваци тăвать, лартать, темиçе хут купалать çĕр улми речĕсене. Техника, бензин, удобрени туянмалла – пĕри те йÿнĕ мар вĕсем. Кĕркунне каллех кăлармалла, турттармалла, ĕçлекенсене тÿлемелле. Çакна та шутласа пăхмалла халăхăн.
Источник: "Ял ĕçченĕ"