Сентябрĕн 22-мĕшĕнче “ДЮСШ–”Аль” ФСК стадионĕнче Пĕтĕм Раççейри чупу кунĕ – “Наци кросĕ–2013” пулать. Ăмăртусене сывлăх пур кашни çын хутшăнма пултарать. 17 çул таранчченхи спортсменсен пурин те ăмăртусене хутшăнма врач ирĕк пани, 18 çулхи тата унтан аслăрах ÿсĕмрисен врач ирĕк панисĕр пуçне ятран паракан заявкăра хăй сывлăхĕшĕн хăй яваплă пулнине алă пусса çирĕплетни пулмалла.
Дистанцисем çакнашкал:
1000 м – VIP чупу (предприятисемпе организацисен тата учрежденисен ертÿçисемпе вĕсен çумĕсем);
1000 м – 2003 тата унран каярахри çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕр ачасем;
2000 м – 1996 тата унран каярахри çулсенче çуралнă яшсемпе хĕрсем;
2000 м – 18 çултан пуçласа 29 çул тултарман хĕрарăмсемпе арçынсем;
1000 м – 30–39 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 40–49 çулхи арçынсемпе хĕрарăмсем;
1000 м – 50–59 çулхи арçынсем;
1000 м – 50–54 çулхи хĕрарăмсем;
1000 м – 60 çулхи тата унран аслăрах ÿсĕмри арçынсем;
1000 м – 55 çулхи тата унран аслăрах ÿсĕмри хĕрарăмсем.
Ăмăртусем 12 сехетре пуçланаççĕ, регистраци 11 сехет те 30 минутчен пырать.
Дистанцисенче, ушкăнсенче мала тухнисене пурне те дипломсемпе парнесем парса хавхалантараççĕ.