13 сентября 2013 г.
Кăçалхи çула çут çанталăка хÿтĕлемелли çулталăк тесе йышăнчĕç. Чăнах та, район центрĕнче Республика уявне ирттернĕрен-и, чылай ырă улшăну пулчĕ-ха тавралăха тирпей-илем кÿрессипе.
Çум курăк ашкăрнă вырăнсенче чечек клумбисем ÿссе ларчĕç. Субботниксемпе санитари кунĕсем тăтăш йĕркелесе Тăвайри тĕп урамсене, çулсен хĕррисене çÿп-çаппа тулса ларма памарĕç.
Ленин проспектĕнчен кăштах кăна шаларах кĕрсе пăхар. Унта вара пачах урăхла ÿкерчĕк. Тĕрлĕ ăпăр-тапăр сапаланса выртать: пластик савăтсем, пĕр хутчен усă курмалли чашăк-тирĕк, çăтăркка пакетсем...
Республика кунĕ умĕн урамсенче çулсен хĕррипе вазонсенче хитре чечексем кăмпа пекех шăтса тухрĕç тейĕн. Чечек калчисене те, савăчĕсене те çынсем хăйсен укçи-тенкипе туяннă. Уяв умĕнхи асар-писер çанталăк та çĕмĕреймен вĕсене. Шел те, тепĕр пĕр-икĕ кунтанах çамрăксем унта та кунта чечек савăчĕсене çапса ватни çинчен илтме тÿр килчĕ. Хăçан вĕренĕпĕр-ши культурăна? Хăш енчен тĕрткеленĕ-ха вĕсем иртен-çÿрене? Усал ĕç туни ырăпа таврăнмĕ. Çакна асра тытасчĕ.
Пысăк уявсенче тĕп урамра тĕрлĕ тĕслĕ ялавсем вĕлкĕшсе кăмăла çĕклеççĕ, çынсенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратаççĕ. “Мĕншĕн ял хĕррине çитичченех "”Сельхозхими” общество таран" вырнаçтармаççĕ-ха вĕсене?“ – пăшăрханать çакăнталла пурăнакан Л.Николаева.
Тасалăх, илĕртÿлĕх, йĕркелĕх çинчен сăмах пуçартăмăр пулсан, çитсе килер-ха Çăлпуçнелле каякан çулăн сылтăм енчи хырлăха. Тăтăшах çăмăл машинăсем ларнине, çынсен хаваслă сассисене илтетĕн унта. Уйрăмах канмалли кунсенче. Ытти чухне те ушкăнпа савăнма килнисенчен татăк тăмасть çак хитре вырăн. Ара, кашни кунах камăн та пулин çуралнă кун, юбилей. Ĕçес тесен сăлтавне тупма пулать. Пахчара ĕçлесе ывăннă хыççăн хамăр та юлташсемпе хырлăхри сиплĕ сывлăшпа сывласа киленеттĕмĕр, кăмпа пуçтарма çÿреттĕмĕр. Темшĕн чун туртмасть тантăшăмсене халĕ унта. “Санатори” текен вырăна свалка тума пуçларĕç çав. Темиçе çул каялла кăна тасаччĕ кунта. Посадкăна кĕнĕ çĕрте хыр-чăрăшсем, акацисем ÿсеççĕ. Хурăнсем те самаях çÿлелле кармашнă. Кăмписем те çакăнта ытларах тухаççĕ тата. Пĕчĕкрех уçланкăра саксемпе сĕтел тунă. Çур уйăх каярах пулнă чух усă курнă савăт-сапине пĕр çĕре купаласа хăварнăччĕ-ха. Халĕ мĕнле ÿкерчĕк-ши? Эрне пуçламăшĕнче каллех юратнă вырăна чун туртрĕ. Мĕн тетĕр, кану вырăнĕ кĕленче ванчăкĕсемпе тулса ларнă. Ĕçнĕ-çинĕ, анчах мĕншĕн çĕмĕрсе хăвармалла пулнă-ха эрех-сăра бутылкисене? Кам тасатĕ халĕ вĕсене? Ура пусма вырăн çук, кантăк кĕрсе каять.
Пĕр-икĕ çул каялла волонтерсен отрячĕ шефа илнĕччĕ хырлăха. Тĕрлĕ ăпăр-тапăра михĕсене пухса тиесе каятчĕç. “Кунта варалама юрамасть!” – текен вывеска та çакса хунăччĕ. Мĕншĕн такам вараланине ыттисен пуçтарса çÿремелле-ха? Çут çанталăк пуянлăхне, илемне кăштах та пулин упрас тесе шутласчĕ. Районти яваплă çынсен йĕрке хуралçисемпе пĕрле çак вырăна уйăхра пĕр-икĕ хутчен те пулин рейда тухсан аванччĕ. Ответ тыттарасчĕ чунсăрсене. Çут çанталăка хÿтĕлессишĕн кашнин тăрăшмаллине ăнланма пуçлĕç вара, тен.
Источник: "Ял ĕçченĕ"