10 сентября 2013 г.
2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Çурçĕр Осети–Алани республикинчи Беслан хулинчи шкула террористсем ярса илнĕ пулнă. Террористсен аллинчен виççĕр çын ытла вилнĕ, çав шутра – шкул ачисемпе шкул çулне çитмен ачасем çĕр ытла. Çак трагедиллĕ инкеке асра тытса Раççейре сентябрĕн 3-мĕшĕнче асăну кунĕ – терроризмпа кĕрешмелли пĕршухăшлăх кунĕ туса хунă.
Асăннă кун районти шкулсенче Бесланти теракт вăхăтĕнче вилнисене, инкек тÿснисене асăнса мероприятисем ирттернĕ. Тăвайри вăтам шкулта, тĕслĕхрен, 1–11 классенче “Беслан 2004 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче” информаципе шăплăх минучĕсем иртнĕ, электронлă презентацисем кăтартнă, шкул библиотекинче Бесланти трагеди çинчен выставка йĕркеленĕ, 1-мĕш хутри фойере стенд вырнаçтарнă тата ытти те.
Терроризм – обществăшăн хăрушă пулăм. Унран сыхă пулмалла, ăна кăкласа пымалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"