Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Конференци иртнĕ

10 сентября 2013 г.

Районта “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн конференцийĕ иртнĕ.

Отчетлă тапхăрти ĕçсемпе вырăнти уйрăм секретарĕн ĕçĕсене туса пыракан В.В.Чайкин паллаштарнă. Çак вăхăтра парти ретне 25 çынна илнĕ. Пурте вĕсем общество пурнăçĕнче пуçаруллă, хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа туса пыраççĕ.

Районта парти проекчĕсене пурнăçлассипе аван ĕçленĕ. 2012 çулта “Аль” физкультурăпа спорт комплексĕ хута кайнă. Кăçал Нăрваш салинче фельдшерпа акушер пункчĕн çуртне уçнă.

Конференци ĕçне партин Регионти ĕç тăвакан комитечĕн ертÿçи А.Ю.Гурьев хутшăннă. “Палăртнă задачăсене пурнăçлас тĕлĕшпе яваплăха туякан çынсем ĕçлеççĕ сирĕн уйрăмра”, – палăртнă Алексей Юрьевич.

Конференцире альтернативлă майпа вăрттăн сасăласа Пĕтĕм Раççейри “Единая Россия” политика партийĕн вырăнти уйрăмĕн секретарĕ пулма райадминистраци пуçлăхне В.А.Ванеркене суйланă.

Партин Чăваш регион уйрăмĕн ХХ конференцине кайма В.А.Ванеркепе В.В.Васильева делегата суйланă. Ĕçре хастаррисен ушкăнне Тав çырăвĕсем панă.

Тăхтав вăхăтĕнче республикăри конкурссен лауреачĕсем Юлия Ивановапа Маша Кириллова хаваслă юрăсемпе савăнтарнă. Фойере космос карапĕсен макечĕсен выставки ĕçленĕ. Конференци шăпах чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ, икĕ хутчен Совет Союзĕн Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнă кун иртнĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика