30 августа 2013 г.
«Çăлпуç ялĕнче ĕлĕкех çăлсем хăйсен сиплĕ шывĕпе савăнтарнă çынсене. Паянхи кунччен упранса юлнă-ха пĕр-иккĕшĕ.
Пĕчĕк çăл Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунисене асăнса лартнă палăк çывăхĕнче вырнаçнă. Унти шыв пахалăхĕ районта чи лайăххисенчен пĕри шутланать. Тăвайран, ытти кÿршĕ ялсенчен, Канаш хулинчен те килеççĕ ăсма унăн шывне. “Сывлăхшăн сиплĕ”,– теççĕ.
...Авалхи çăл вăл. Икĕ çырма тăрăх анса пĕр çĕрте пĕрлешсе юхать. 1960–1970 çулсенче ăна çывăхра пурăнакансем юсанă. Юпленсе анакан вырăна пăрăх вырăнне курăс хуппи хунă. Çапла икĕ енчен юхса анаканскере пĕр çăл тунă. Бетон кăшăл лартнă, шывне юхса тухмалла пăрăх хурса хăварнă. Çăла шăнкăртатса юхмалла тунăранпа çур ĕмĕр çитет. Çавăнтанпа унта юсав пулман, юшкăнне тасаткаласа тăнă-ха ĕнтĕ. Çак çăл тарасана мар, çумăр çунă чухне айккинчен юхма пуçларĕ. Эпир пулăшмасан унăн “кун-çулĕ” вĕçленме те пултарĕ. 40–50 çул каялла хунă курăс хуппи çĕрсе пĕтнĕ те пулĕ. Ăна улăштарма 100–150 метр, нумайлăха чăтакан пăрăх, икĕ бетон кăшăл кирлĕ. Çак материалсем пулсан, ăна ял халăхĕ хăй те юсама пултарĕ. Тен, çак çăлăн сиплĕ шывне ĕçсе çитĕннĕ спонсорсем пулăшĕç. Сăваплă ĕçе кăçал, çут çанталăка хÿтĕлемелли çулта, тусан питĕ аван пулмалла. Сиплĕ шывлă çăла пĕтме парар мар»,– çакăн пирки Çăлпуç ялĕнче пурăнакан ватă çын каласа кăтартрĕ.
Редакцирен: çак кунсенче пĕчĕк çăл патне çитсе килтĕмĕр. Йĕри-тавра пăхса çаврăнтăмăр. Пирĕн шутпа, малтан тарасине юшкăнтан тĕплĕ тасатмалла. Шыв юхса тухакан трубан пĕр вĕçне антармалла тата ытти ĕçсене тумалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"