Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Катьăна дипломпа парне панă

23 августа 2013 г.

Сăмах кунта Тăвайри 2-мĕш номерлĕ ача садĕнчи Катя Дмитриева ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерстви 2013 çулхи августăн 6-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Наци библиотекинче йĕркелесе ирттернĕ “Чăваш Енĕн çут çанталăк пуянлăхĕ” çавра сĕтеле ăнăçлă хутшăнни çинчен пырать. Мероприятие ăна унăн руководителĕпе Л.Ю.Григорьевапа пĕрле чĕннĕ.

Малтанах Катьăпа çавра сĕтел хушшинчи калаçăва хутшăнакан ытти çамрăк ачасем “Манăн чĕр чунсем” кĕнеке выставкипе, ача-пăча валли кăларнă çĕнĕлĕхсемпе паллашнă. Унтан, çавра сĕтел хушшинче çут çанталăка тата тăван тавралăха сыхлассипе калаçусем вĕçленнĕ хыççăн, наградăласси пуçланнă. Пĕтĕм Раççейри “2013 çулхи чĕрĕ çут çанталăкăн йывăç-палăкĕсем” эстафета картинче иртекен республикăри “Йывăçсем – чĕрĕ çут çанталăкăн палăкĕсем” творчество конкурсĕн итогĕсемпе “Манăн йывăç туссем” номинацире Катя Дмитриева иккĕмĕш вырăн йышăннă. ЧР çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министрĕ Иван Исаев Катьăна диплом тата асăнмалăх парне панă, творчествăра ăнăçусем суннă. Халĕ çамрăк художницăн ÿкерчĕкĕ Шупашкар хулинчи Наци музейĕнче чи лайăх ĕçсен выставкинче упранать.

 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика