Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйри ĕçсенче

23 августа 2013 г.

Хальхи вăхăтра районти кашни хуçалăхрах хĕрÿ ĕçсем пыраççĕ: тырă выраççĕ, выльăх-чĕрлĕх витисене юсаса ăшăтаççĕ, выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ, çĕр улми путвалĕсене тасатаççĕ тата ытти те.

Çăлпуçĕнчи тулли мар яваплăхлă “Родник” обществăра та ахаль лармаççĕ. Кĕрхи тулă акса хăварма çĕр хатĕрлеççĕ. В.Александров, А.Ларионов механизаторсем çĕртме сухи тăваççĕ, 70 гектар ытла сухаланă. Çак кунсенчех кĕрхи тулă акма тухасшăн. Кăçал ăна 150 гектартан кая мар акса хăварасшăн. Ун хыççăн çĕр улми кăларма шутлаççĕ. Уйра тырă вырнă çĕрте Иван Лукин комбайнерпа ăна пулăшаканĕ Иван Медведев ĕçлеççĕ. Кивĕ Енисей–1200 комбайн ванкаласах тăрать. Вырмалли вара пур-ха. Комбайн патĕнчен йĕтеме тырă турттарас ĕçре А.Петров шофер тăрăшать. Вăлах сортланă тырра склада кĕртсе хăварать. Склада тырă кĕртнĕ çĕрте Галя Николаева, Надя Сидорова тăрăшаççĕ. Уйран килекен тырра сортировкăпа А.Федоров сортлать. Тырă тухăçĕ кăçал иртнĕ çулхисене çитеймест пулас. Комбайн вырнă хыççăн улăмĕ сапаланса пынăран çĕре пахалăхлă кăпкалатма йывăр. Ĕлĕк, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем йĕркеллĕ аталанса пынă вăхăтра, улăм пĕр çул та сая кайман. Вĕсем арканчĕç те улăм та никама та кирлĕ мар пулса тухрĕ. Ял халăхĕ те выльăх шутне çулран-çул чакарсах пырать. Техника паркĕнче Г.Давыдов, В.Иванов, Н.Тимофеев механизаторсем техника юсаççĕ. Уйра В.Алексеев преспа ĕçлет. Икçĕр ĕне вырнаçакан пушă ĕне витине тул енчен стена йĕри-тавра пресланă улăмпа хупăрлаççĕ. Çав витене хĕл каçма çĕр улми хума шутлаççĕ.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика