21 августа 2013 г.
Наркотик хатĕрĕсен саккунсăр çаврăнăшĕ – çивĕчрен те çивĕч ыйтусен шутĕнче. Ăна тупса палăртас, çынсемшĕн, обществăшăн сиенлĕ йăлана хирĕç кĕрешес ĕçре ăнлантару ĕçне вăйлатас тĕллевпе районти прокуратура кăçалхи июнĕн 15-мĕшĕнчен ятарлă акци ирттернĕ. Çак хушăра наркомание хирĕç кĕрешес ĕçе общественноçа явăçтарса тĕрлĕ мероприятисем иртнĕ: баннерсем вырнаçтарнă, калаçусем ирттернĕ, видеороликсемпе усă курнă.
Право хурал органĕсен ĕçне координацилес тĕлĕшпе канашлу ирттернĕ. Унта наркотик хатĕрĕсен, психотроплă хутăшсен саккунсăр çаврăнăшне пÿлес тĕлĕшпе çыхăннă ыйусене сÿтсе явнă, малашлăх задачăсем палăртнă.
Мăкăнь упранă тата ăна туяннă 2 тĕслĕх регистрациленĕ. Çак преступленисене çынсем йĕрке хуралçисене вăхăтра пĕлтернипе тупса палăртнă. Пĕрлехи вăйпа кĕрешсен кăна çак хăрушă та сиенлĕ йăларан хамăр ачасене сирме пултарăпăр.
Источник: "Ял ĕçченĕ"