21 августа 2013 г.
Кăçалхи 6 уйăхра Чăваш Республикинче халăх йышĕ кашни 100 çын пуçне 0,01 процент хушăннă. Тишкерсен, çакă курăнать: йыш хуласенче кăна хушăнать иккен (вăл та пуринче те мар. Сăмахран, Улатăрта, Çĕмĕрлере, Канашра вăл чакнă; Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта вăл 4,2 тата 1,6 процент хушăннă), муниципаллă районсенче, Шупашкарпа Канаш тата Патăрьел районĕсене шутламасан, пуринче те чакнă. Ку уйрăмах Пăрачкав, Улатăр, Çĕмĕрле, Куславкка районĕсенче пысăк. Тăвай районĕнче отчетлă тапхăрта кашни 1000 çын пуçне йыш 5,2 процент чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Çамрăксем валли ĕç çуккинчен те, çемье çавăрса çурт-йĕр лартма йывăрринчен те, чир-чĕре, ĕçке-çикĕне пула çынсем вăхăтсăр вилнинчен тата ытти сăлтавсенчен килет йыш чакни. Юнçаврăнăш системин чирĕсене (30,8 процент), ытти сăлтавсене (38,4 процент), инкек-синкеке пула вилесси (17,1 процент) пысăк.
Источник: "Ял ĕçченĕ"