Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » В.Путин Федераци Пухăвне янă Çыруран

21 декабря 2012 г.

Федераци Пухăвне çуллен Çырупа тухассине Раççейĕн пĕрремĕш Президенчĕ Борис Ельцин пуçласа янă. Çавăн йышши документпа вăл пуçласа 1994 çулхи февралĕн 24-мĕшĕнче трибуна умне тухнă. Владимир Путин патшалăх пуçлăхĕ пулса Федераци Пухăвĕнче Çырупа пуçласа 2000 çулхи июлĕн 8-мĕшĕнче сăмах каланă. Президентра икĕ срок пулнă хушăра вăл çак тивĕçе сакăр хут пурнăçланă. Церемони йăлана кĕнĕ тăрăх кашнинче Кремльти пысăк керменĕн Георгиевски залĕнче иртет. Георгиевски зал кăçалхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Владимир Путина Федераци Пухăвне янă Çырупа 9-мĕш хут итленĕ.
Президент шучĕпе çĕнĕ ĕмĕрти 12 çул хушшинче сахал мар тунă. “Халĕ пирĕн тĕллев – пуян тата тулăх пурăнакан Раççей туса хурасси”, – тенĕ В.Путин. Çавăнпа Президент Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче Раççейĕн ку чухнехи пурнăçĕпе пуласлăхĕ, демографи, халăхшăн юрăхлă ипотека, бюджетниксем, миграципе ĕç вăйĕ, демократипе суверенитет, коррупципе кĕрешесси, офшорсем, шалти пĕтĕмĕшле продукци ÿсĕмĕ тата предпринимательсен пуçарăвĕ, тупăшран илекен "подоходный" налог, инвестици картти тата географи приоритечĕ, çул-йĕр тăвассине вăйлатасси тата ыттисем çинчен каланă.
Раççейшĕн демократисĕр пуçне урăхла политика суйлавĕ çук тата пулма та пултараймасть, тенĕ Президент, эпир пĕтĕм тĕнчере йышăннă универсаллă демократи принципĕсене килĕштеретпĕр. Анчах Раççей демократийĕ вăл – шăпах Раççей халăхĕн хăйĕн традицийĕсемлĕ хăй тытăмлăхĕн влаçĕ, палăртнă вăл.
Çырури цифрăсемпе датăсене илсе кăтартăпăр.
2012 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче Раççей Федерацийĕнче халăх йышĕ 200 пин çын хушăннă. Юлашки вăхăтра çуралакансем вилнисенчен ытларах.
Раççейре халĕ çынсем вăтамран 70 çул ытла пурăнаççĕ; юлашки тăватă çул хушшинче çак кăтарту 2 çул çурăна яхăн ÿснĕ.
Юлашки икĕ çул хушшинче ипотека кредичĕсен калăпăшĕ çуллен 40–50-шар процент ÿснĕ.
2020 çул тĕлне 25 миллион ĕç вырăнĕ туса хумалла тата модернизацилемелле.
200 оргкомитет йĕркеленĕ тата вĕсем хăйсен партине туса хурассипе ĕçлеççĕ. Çулталăк пуçламăшĕнче çичĕ парти пулнă, халĕ – 48.
Планета çинчи пулăхлă çĕрсен 55 проценчĕ Раççей Федерацийĕн тÿпи пулса тăрать.
1999 çултан пуçласа çын пуçне тивекен шалти пĕтĕмĕшле продукци икĕ хут ÿснĕ. Патшалăх парăмĕ çĕр-шывăн шалти пĕтĕмĕшле продукцийĕ (ВВП) тĕлĕшпе 10 хут пĕчĕкленнĕ; инфляци темпĕсем ултă хут чакнă.
Раççейре çамрăк, активлă, ĕçлеме пултаракан халăхăн тÿпи 20 çултан пуçласа 40 çул таран – тĕнчери вăйлă аталаннă çĕр-шывсенчен чи пысăккисенчен пĕри.
2013 çултан пуçласа демографи лару-тăрăвĕ çĕр-шыври вăтам кăтартусенчен начар регионсенче виççĕмĕш тата ун хыççăнхи ачасем çуралсан хушма пособисем тÿлеме тытăнаççĕ. Федерацинче çакăн пек субъектсем пирĕн 50.
2013 çулхи пĕрремĕш квартал вĕçлениччен правительствăн стартапсем (çĕнĕ предприятисем) валли налог каникулĕсен проектне тишкерсе йĕркелемелле.
10 регионта çĕр-шыври мĕнпур тупăшăн çуррине ытла пухаççĕ. Тĕллев: пур субъекта та экономика тĕлĕшĕнчен харпăр хăй вăйĕпе пурăнмалла тăвасси.
Çитес вунă çуллăхра çул-йĕр строительствин калăпăшне чи сахалтан та икĕ хут ÿстермелле.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика