16 августа 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен обществăлла вырăнсенче – вĕрентÿ, культура, сывлăх организацийĕсенче, ача-пăча площадкисенче, пляжра, самолетра, хула транспортĕнче, вокзалпа портсенче, станцисемпе метрора – пирус туртмалла марри çинчен йышăннă федераци саккунĕ вăя кĕчĕ.
Халĕ питĕ туртас килнĕ чухне те чукун çул вокзалне, автовокзала, аэропорта, юхан шыв порчĕсене, метрополитен станцине кĕмелли вырăнтан 15 метр инçерех кайса мăкăрлантарма тивет. Çавăн пекех ĕç вырăнĕсенче, подъездсенче, картлашка çинче, лифтра, пÿлĕмсенче туртма чарнă.
Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕç организацийĕн кăтартăвĕсем тăрăх Америкăра халăхăн 27 проценчĕ туртать, Францире – 30 процент, Раççейре – кашни вунă çынран тăваттăшĕ. Пирĕн çĕр-шывра вăтамран 69 çула çитиччен пурăнаççĕ пулсан, Америкăра – 79, Францире – 82. Çулсеренех табак туртнине пула миллионĕ-миллионĕпе çын вилет. Çын мĕн чухлĕ нумайрах туртать, хăйне çавăн чухлĕ ытларах пĕтерет. Туртакан çыннăн кашни органне пырса тивет никотин: сывлав çулĕнчен пуçласа усал шыçă чирĕсене пуçарни таранах. Çыннăн иммунитетне пĕр шелсĕр аркатать, вăраха кайнă чирсем тепĕр хут вăй илсе алхаснин сăлтавĕ те çаках.
Малашне табака рекламăласси те пулмĕ. Табак компанийĕсене ыр кăмăллăх ĕçне хутшăнма, вĕрентÿ, спорт, сывлăх, культура тытăмĕнчи проектсене спонсор пулăшăвĕ кÿмĕ чарнă.
Сигарет туртма пăрахаканăн харăсах вăхăт та, укçа та, сывлăх та хушăнать. Кунтан та пысăкрах пуянлăх пур-ши?