Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăвай ен тата çемьесен историне çыраççĕ

18 декабря 2012 г.

Пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕ çулталăк вĕçĕнче профессиллĕ уявне паллă тăвать. Çын çурални е вилни, туй туни пирки актсем çырма пуçланăранпа кăçал 95 çул çитет. Паянхи номерте ЗАГС уйрăмĕн историйĕпе хаçат вулакансене кĕскен паллаштаратпăр.
Раççейре ача çуралнине, çын вилнине, çемье чăмăртанине регистрацилессине 1917 çулччен чиркÿсем туса пынă. Паянхи кун ЗАГС архивĕнче районти чиркÿсен 1864–1918 çулсенчи метрика кĕнекисем упранаççĕ.
1918 çулта актсене ЗАГС бюровĕсем çырма пуçланă.
Пирĕн район 1935 çулта йĕркеленнĕ. Шел, çав вăхăтра акт çырассипе камсем ĕçленине пĕлме май килмерĕ.
Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи пынă тапхăрта, 1943 çулччен ЗАГС заведующийĕнче З.Алексеева вăй хунă. И.Яковлева вара 1943–1944 çулсенче ĕçленĕ.
Клавдия Федорова районти ЗАГС бюровне 1945 çулта ертсе пыма пуçланă. 1948 çулхи май уйăхĕнче ял Совечĕн çамрăк председателĕпе, И.Даниловпа çемьеленсен ку ĕçрен кайма тивнĕ унăн. Мăшăрĕпе 5 ача çитĕнтернĕ вĕсем. 75 çула çитиччен пурăннă Клавдия Федоровна.
Ун хыççăн актсем çырассине Елизавета Степанова туса пыма пуçланă, 14 çул вăй хунă вăл ку енĕпе. Елизавета Степановна районти çемьесен летопиçне йĕркелеме тытăннă. Ят улăштарни пирки калакан актсем те çырнă çак тапхăрта.
1965 çулта пирĕн района тепĕр хут йĕркеленĕ. Асăннă ответлă ĕçе туса пыма патшалăх статистикин органĕнче тăрăшакан Раиса Алексеевна Семенована шаннă. 24 çул йĕркелесе тăнă харсăр хĕрарăм тĕрлĕ актсем çырассине. 1989 çулта тивĕçлĕ канăва кайнă вăл. Çемье арканнине, ашшĕ кам пулнине çирĕплетнине, ача усрава илнине, ят улăштарнине çырса пыма пуçланă, актсене çĕнетессипе ĕçленĕ, ял совечĕсен отчечĕсене йышăннă, вĕсене Чăваш АССР Министрсен Совечĕн ЗАГС пайне яра-яра панă, çырусене хуравланă. Бюро çав вăхăтра райĕçтăвком çурчĕн пĕр пÿлĕмĕнче пулнă. Архив валли те çавăнтах вырăн тупнă, çынсене те йышăннă. Парти райкомĕн ĕç йĕркелекен пай заведующийĕпе В.Н.Капитоновпа пĕрле 1965 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче ялти клубра пуçласа савăнăçлă лару-тăрура Владимир Ивановичпа Галина Кузьминична Ивановсем мăшăрланнине регистрациленĕ. Вĕсем 47 çул пĕр-пĕрне юратса пурăнаççĕ, 2 ывăлне лайăх воспитани парса çитĕнтернĕ. Раиса Семенова 1981 çулта ЗАГС бюровĕсен заведующийĕсен смотр-конкурсĕнче виççĕмĕш вырăна тухма пултарнă. 1987 çулта “Чи лайăх ЗАГС бюровĕ”, “Чи лайăх ЗАГС бюровĕн заведующийĕ” ятсене тивĕçлĕ пулнă. Раиса Алексеевна хăйĕн ĕçне питĕ юратса пурнăçланă, çынсене пулăшассишĕн ăнтăлнă. Районта пурăнакансем ăна тăтăшах тав тунă, ĕçченлĕхĕшĕн тĕрлĕ Хисеп грамотисемпе Дипломсем парса чысланă маттурскере.
Вера Сергеевна Григорьева ЗАГС уйрăмĕнче 1989–1997 çулсенче ĕçленĕ. Вăл тăрăшнипе архив лайăх упраннă. 1979 çулта хута кайнă Тăвайри культура çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура туйсем ирттерме пуçланă, ача çуралнине регистрациленĕ. Çавра çăкăрпа, урайне хĕрлĕ кавир сарса, хаваслă кĕвĕпе кĕтсе илнĕ çамрăксене ЗАГС ĕçченĕсем.
1997 çултанпа ЗАГСри ĕçсене Зинаида Павловна Гаврилова йĕркелесе тăма пуçланă. Районта çемье законодательствине пурнăçа кĕртесси пулса пырать вăл ертсе пынипе. Ăна Валентина Мефодьевна Новикова специалист пулăшать. Вĕсем тĕрлĕ мероприятисене хаваспах хутшăнаççĕ. 2004 тата 2009 çулсенче республикăри ЗАГС уйрăмĕсем хушшинче III вырăна тухнă тăвайсем. Юстици министерстви Дипломпа хаклă парне парса палăртнă вĕсене. Çамрăксем мăшăрланнине регистрацилессипе ирттернĕ 2008 çулхи Чăваш Енри конкурсра та мухтава тивĕçлĕ пулнă пирĕн районти ЗАГС уйрăмĕ.
2010 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнче ятарласа ЗАГС валли уйăрнă кивĕ çурта тĕплĕ юсанă хыççăн савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Паянхи кун районта пурăнакансене асăннă уйрăм специалисчĕсем харпăр хăй пÿлĕмĕсенче йышăнаççĕ. Мăшăрсене регистрацилемелли зал, хĕрпе каччăн пÿлĕмĕсем пур. Кĕтнĕ чухне ларса канма диванпа креслăсем, заявлени çырма сĕтелпе пукансем вырнаçтарнă фойере. Тĕрлĕ стендсемпе паллашма пулать.
Кашни çулах районти ЗАГС уйрăмĕнче ĕçлекенсем 600 ытла акт çыраççĕ. Вĕсем пурте архивра пур, хальхи вăхăтра унта 500 ытла актсен кĕнеки упранать. Çынсене çулсерен справкăсемпе, информацисемпе, пĕлтерÿсемпе, свидетельствăсемпе тивĕçтереççĕ. 1955 çулччен çырнă актсене электронлă архива куçарнă.
2012 çул ача çураласлăх ÿснипе палăрса юлать. 174 “çĕнĕ кайăк” парнеленĕ Тăвай ене паянхи куна вăрăм сăмсаллă аист. 2011 çулхи çак тапхăрта 170 ача кăна çуралнă. 1-мĕш, 50-мĕш, 100-мĕш, 150-мĕш ачасене ЗАГС уйрăмĕн çуртĕнче савăнăçлă лару-тăрура регистрациленĕ. Уявсен сценарисене çĕнетсех тăраççĕ.
Юлашкинчен ЗАГС-ра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнисене асăннă уйрăм 95 çул тултарнă ятпа саламлатпăр, вăрăм ĕмĕр, çирĕп сывлăх сунатпăр вĕсене.
 
 

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика