13 августа 2013 г.
Тасалăх – хамăршăн, тасалăх – тавралăхшăн. Вăл пурри куçа та илĕртет. Çакна çирĕплетме аякка кайма та кирлĕ мар. Акă, Тăвай ялĕн сăн-сăпачĕ чылай илемленчĕ Республика кунĕ умĕн. Мĕншĕн тесен урамсене тасатрĕç, çÿп-çапа пухрĕç, ăна турттарса тухрĕç. Ялсенче те тăрăшман мар. Анчах халĕ, ăçта ан пăх, унта та кунта сăра кĕленчисем, пластик савăтсем, ытти ăпăр-тапăр выртса çÿрет. Çакна эпир хамăрах тăватпăр мар-и? Вĕсене ăçта килнĕ çавăнта пăрахса хăваратпăр.
Пĕр тĕслĕх илем. Елчĕк районĕ тасалăх енĕпе республикăри районсем хушшинче чи лайăххисен шутĕнче пулĕ. Нумаях пулмасть Чăваш телевиденийĕ Елчĕк çинчен передача кăтартрĕ. Мĕн тетĕр: куç умне çав тери тасалăх тухса тăрать. Халăх кунта хăй тасалăхшăн. Ялсенчен Патрикелне илнĕ. Чăн та кунта курмалли, пĕлмеллли нумай. Пурăнман кил-çуртсен умĕнче те çум-курăк çук, урамсем тап-таса та яп-яка. Кунта вырăнти пуçлăхсем хăйсем ырă тĕслĕх кăтартаççĕ, ялан халăх хушшинче, халăхпа пĕрле.
Пирĕн енчи ял тăрăхĕсен пур чухне те пуçарулăх çитеймест пек туйăнать, çынсемпе çителĕксĕр ĕçлеççĕ ку енĕпе. Халăх вăл пуçарулăх кăтартакан пулсан ăнланать, мĕн каланине пурнăçлать. Урамсем такăр та таса пуласси тăрăшмасăр пулмасть ĕнтĕ, çавăнпа пур çынна та явăçтармалла. Ял урамĕсенче хытă сийлĕ çулсем тăвассипе те тимлемелле, майсем тупмалла.
Источник: "Ял ĕçченĕ"