08 августа 2013 г.
Çумăр тăтăшах нÿрлентерсе тăрать пулин те, уяртса илнĕ вăхăтпа усă курса вырсарни кун аккондçăсем тырă вырса çапма тухнă. “Донсем” виççĕшĕ те Амалăх уйĕнче çапнă.
“Чĕрĕрех те, анчах вăхăт кĕтмест. Сĕлĕ тăкăнма тытăнчĕ ав, урпа пуçне усрĕ,..”–терĕ “Акконд-агро фирма” хупă акционерлă обществăн тĕп агрономĕ Анатолий Николаевич Михайлов.
Çитес çул кукуруза акма палăртнă уйра та ĕç пычĕ.
“Кукуруза парать усă”, тетчĕç юрăра. Усă панăранах ĕнтĕ, аккондçăсем ăна çулсеренех икçĕр гектартан кая мар акаççĕ. Хăй вăхăтĕнче асăннă культура “уй-хир патшинех” тухнăччĕ. Халĕ те манăçа кăлармаççĕ ăна районта, силослăх туса илеççĕ. Чăн та, пурте мар – виçĕ-тăватă хуçалăх. “Акконд-агро” – чи нумай акса тăваканни. Сĕтеклĕ апат сĕт хушать. Кукуруза тухăçĕшĕн тăрăшса, кăçалах çитес çул акма çĕр хатĕрлесе хураççĕ. Халь çак ĕçре Юрий Яковлевпа Виталий Андреев вăй хураççĕ. Пĕрремĕшĕ Кейсипе пилĕк, иккĕмĕшĕ Беларус 1221 тракторпа тăватă корпуслă плугсемпе сухалаççĕ. 25 сантиметр тарăнăш кăпкалатаççĕ. Ĕлĕкрех сысна самăртмалли комплекс пулнă вырăнпа тĕлме тĕл, 60 гектарлă уйра пикенсе ĕçлеççĕ. Шăмат кун та, вырсарни кун та ĕçлерĕç, тунти кун та ирех пуçăнчĕç.
Юрий Алексеевич Яковлева илес пулсан, кăçал вăл “Акконд-агро фирма” уйĕсенче мĕнле кăна техникăпа ĕçлемерĕ пуль: удобрени сапаканнипе, сеялкăпа, косилкăпа, Ягуарпа, халĕ акă плугпа... Кĕскен каласан, универсал тата ĕçчен.
–Килес çул кукурузăна 250 гектар акма палăртатпăр. Ăна икĕ-виçĕ уйра вырнаçтаратпăр. Пулас лаптăксене халех сухаласа-кăпкалатса хăварма тăрăшатпăр,–паллаштарчĕ хăйсен тĕллевĕсемпе Анатолий Михайлов тĕп технолог-агроном.
Источник: "Ял ĕçченĕ"