Янтиковский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТĔРЛĔ ХЫПАРСЕМ.

05 августа 2013 г.

Ветерансене – тивĕçлĕ çăмăллăх

Раççей Федерацийĕн Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ветерансем çинчен калакан Указĕсене пурнăçа кĕртме пуçланăранпа “Ĕç ветеранĕ” тата “ЧР ĕç ветеранĕ” ятсене районта 1574 çын тивĕçлĕ пулнă. Тепĕр 54 гражданин документсем тăратнă.

“ЧР ĕç ветеранĕ” ята илнисем уйăхсерен 1026 тенкĕ хушма укçа тата телефон çыхăнăвĕпе усă курнă суммăн 50 процентне укçан компенсаци илеççĕ.

Çамрăксене пулăшаççĕ

“Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ” тата “2011–2015 çулсенчи пурăнмалли çурт-йĕр” федераллă тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн çамрăк çемьесене чылай пулăшаççĕ халь.

Çак кунсенче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Ванерке Тăвайра пурăнакан Наталия Ефремова учительницăна пурăнмалли çурт-йĕр тума укçа-тенкĕ илмелли свидетельство пачĕ. “Сирĕн кил-йышра савăнăçпа канлĕх хуçалантăр,” – терĕ ырă сунса Владимир Алексеевич. Свидетельство илме учительница пĕчĕк ывăлĕпе пынă. Вĕсен çемйи йыш татах хушăнасса кĕтет.

Çуртсене çĕнетсе

Кăçалхи ултă уйăх хушшинче нумай хваттерлĕ çуртсен е çĕнетсе тăррисене 3484 тăваткал метр чухлĕ, тĕтĕм тухмалли 10 çул, икĕ çуртăн фасачĕсене тата ыттине юсанă. Тăвай ялĕнче хăш-пĕр çуртсенчи хваттерсенче харпăр хăй газпа хутса ăшăтмалла тăвас ĕç малалла пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429290, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Янтиково, пр. Ленина - 21
Телефон: 8(83548) 2-14-56
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика