30 июля 2013 г.
Пĕтĕм Раççейри конференцие хутшăннă
Пултаруллă вĕрентекенĕн вĕренекенĕсем те маттур. Çак сăмахсем Тăвай шкулĕнчи Альбина Петровна Михайлова биологи учительне тÿрремĕнех пырса тивеççĕ пулĕ. Районта, республикăра палăрнисĕр пуçне, Мускав, Тюмень, Уфа, Белгород, Оренбург, Пермь хулисенчи биологи олимпиадисене хутшăнса малти вырăнсене йышăннă вĕсем.
А.Михайлова – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Ăсталăхне вĕçĕм туптаса тăрать. Ĕçре çĕнĕ меслетсене алла илсе пĕлĕве ачасем патне çитерет.
Çак уйăхра вăл Мускав облаçĕнчи “Клязьменский” пансионатра иртнĕ математика, биологи, хими вĕрентекенсен Пĕтĕм Раççейри конференцийĕнче пулнă. Чăваш Республикинчен кашни предметпа пĕрер педагог хутшăннă. Вĕсенчен пĕри Альбина Петровна пулни, паллах, Тăвай районĕшĕн пысăк чыс-хисеп. Ăста биолог унта мастер-класс ирттернĕ, ыттисен опычĕпе паллашнă, паллă профессорсен лекцийĕсене итленĕ.
Çуллахи спартакиадăра
Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕçлекенсен спартакиадин çуллахи тапхăрĕ Красноармейскинче иртнĕ.
Тăвай район администрацийĕн команди те хутшăннă унта. Хутăш эстафетăра (пересси, çуран тата велосипедпа чупасси, мини-гольф вылясси, канат туртасси) аван результат кăтартнă. Район чысне О.Ломоносов, В.Чайкин, А.Сергеев, Е.Титов, Л.Берилло, И.Александрова, А.Титова, Е.Краснова хÿтĕленĕ.
Асфальт сараççĕ
Район центрĕнчи Ленин проспектĕнчи 26, 34, 36, 38-мĕш номерлĕ çуртсен умĕсене асфальт сарса хытармалла.
Çак ĕçе çул-йĕр ĕçченĕсем пуçăннă ĕнтĕ. “Такăр çулпа çÿреме те кăмăллă”, – теççĕ кунта пурăнакансем.