30 июля 2013 г.
“Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха реформăламалли Фонд çинчен” Федераллă закон 2007 çулхи июлĕн 21-мĕшĕнче кун çути курнă. Асăннă Фонд укçи-тенкине Раççей Федерацийĕн субъекчĕсене, муниципаллă хăй тытăмлăх органĕсене уйăрма пуçлассине йĕркеленĕ унтан.
Законăн 20 статйинчи 1.1 пунктра нумай хваттерлĕ çуртсене юсасси, юхăнса çитнĕ объектсенчен çынсене куçарасси, коммуналлă инфраструктура системине модернизацилесси, Фонд укçи-тенкипе мĕнле усă курнине çирĕп контроллесси пирки каланă.
Пирĕн районта та çынсене кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарассине пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. 2011 çулта уйăрнă укçа-тенкĕпе Тăвай ялĕнчи авариллĕ 9 çуртра пурăнакан нумай çыннăн ыйтăвĕсене татса панă.
2013 çулта вара район центрĕнчи авариллĕ тепĕр виçĕ çуртра пурăнакансене савăнтарма тĕллев тытнă. Тăвай ялĕнчи Ленин проспектĕнчи 38 “а” çуртăн пиллĕкмĕш подъездне тăваççĕ.